Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Строймаш» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе паллашнă

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Шупашкарти «Строймаш» акционерсен хупă пĕрлешĕвне çитсе килнĕ. Палăртнă организаци тракторсемпе автомашинăсем валли резинăран тĕрлĕ хатĕрсем калăпласа кăларать. Республика Пуçлăхĕ двигательсем валли хатĕрленĕ тĕрлĕ пайсене, лаборатори, хатĕр япаласене вырнаçтармалли склада пăхса çаврăннă, предприятинче ĕçлекенсемпе курнăçнă. Заводăн директорĕ Валерий Потапов пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ вĕсем патĕнче 100 яхăн çын ĕçлет, çулсеренех производствăн калăпăшне ӳстерсе пыраççĕ. Заводран тухнă хатĕр япаласене «КамАЗ», «Ярославский моторный завод», «ГАЗ», «Гидроавтоматика», «Тутаевский моторный завод» тата Раççейри ытти пĕрлешӳсем тăтăшах ыйтнине асăннă. «Строймаш» пĕрлешӳ 2010-2013 çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе  15,5 млн. тенкĕллĕх усă курнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2012 çулта çак предприятийĕн ĕçĕпе паллашнин самантне аса илнĕ. Паян вара, тепре пăхса килленнĕ, чăнласах та патшалăх паракан пулăшу предприятишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Таварсене те пысăк пахалăхпа калăпласа кăларни куç кĕретех.  Çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес ыйту каламасăрах, паллă, савăнтарать.  Предприятии 2013 çулта 203,7 млн. тенкĕллĕх тавар калăпласа кăларнă, кунта тăрмашакансем  вăтамран уйăхне 31 пин тенкĕ укçа илеççĕ. «Шăпах та çаксем ĕнтĕ, патшалăхпа бизнес пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе çыхăннă та. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен тĕллевĕ – яваплăха туйса ĕçлекенсене, çулсем уçса парасси», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



23 января 2014
18:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter