Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацин Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Республикинчи Управлени коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацин Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Республикинчи Управлени коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствин, ĕç тăвакан влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тилекенсен палăртса хунă  тĕллевсенчен пĕри – обществăра наркотика хирĕç кĕресесси пулнине палăртнă. «Асăннă инкеке хирĕç пирĕн тĕнчипех пурсăмăрăн та  хар тăрса ĕçлемеллине. Вĕсене сирсе ярассипе кирлĕ пек хатĕрсене тупма тăрăшмалла», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енре наркотика хирĕç кĕрешес ĕç кирлĕ пек шайра пурнăçланса пырать. Республикăри пĕр муниципалитетра ку ыйтупа кăлтăксем çук. «Наркотика хирĕç кĕрешес енĕпе  политка, идеологи тĕлĕшĕнчен çынсемпе пысăк масштаблă ĕçсем йĕркелесе ирттермелле. Эпир, физкультурăпа спорт комплексĕсене, пĕтĕмпех спорт юхăмне анлăлатас тĕлĕшпе   Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен бази çине куçарнă. Куç кĕретех, çамрăксем спортпа туслашса пыни савăнтарать. Кун пек йышăну туни сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыма пысăк пулăшу кӳрет», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Республикинчи Управлени пуçлăхĕ, полицин генерал-майорĕ  Евгений Барсуков хăйсен Управленийĕн 2013 çулăн ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, 2014 çул пĕрремĕш çур çул валли йышăннă тĕллевсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Управлени умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама чăннипех те йывăр пулнине каланă. Республикăра наркотиксене сарассинчен хирĕç кĕрешес ĕçĕн тĕллевĕ каламасăрах паллă, çăмăл мар, çавăнпа та ĕçе кирĕ пек пурнăçлас тесен, право йĕркине пăхса тăракан службăсемпе çеç ĕçлесе пыни çителĕксĕр пулнине асăннă, ыйтусемпе  ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсен те тимлĕ пулмаллине чĕнсе каланă. Канашлура коллегийĕн членĕсем, пухăннă ĕçчешсем  тухса калаçнă, хыççăн 2013 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх уйрăммăн палăрнисене наградăсем парса чысланă.   Тĕплĕнрех

 



23 января 2014
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter