Чǎваш телевиденийĕ Уйкас-Кипекре Виталий Яковлев фермер хуçалǎхĕнче

Чǎваш телевиденийĕ Виталий Яковлев фермер хуçалǎхĕнче хǎнара пулчĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Виталий Георигевич мǎшǎрĕпе, Надежда Алексеевнǎпа, ялта çуралса ÿснĕ çынсем. Ачаранах ашшĕ –амǎшĕпе юнашар ĕçе хǎнса пынǎ, хулана каяс темен. Ялта çемье çавǎрса, пурǎнма тĕллев лартнǎ. Яковлевсен виçĕ ача  ÿстереççĕ, икĕ ывǎл та пĕр хĕр. Аслǎ ывǎлĕ Саша Чǎваш патшалǎх университетĕнче 2 курсра, Дианǎпа Руслан «Вǎрман-Кипек шкулĕнче» ǎс пухаççĕ. Фермер ĕçне, Виталий Георгиевич, 2011 çулта июнь уйǎхĕнче уçнǎ, ǎратлǎ нетельсем туяннǎ, 2013 çулта гранд çĕнсе илнĕ . Паянхи куна Яковлевсем ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсене пурнǎçласа пыма тǎрǎшаççĕ. Халĕ вĕсен 300-ре  яхǎн гектар  çĕр. Вĕсем патĕнче пилĕк çын тǎрǎшать, ĕçлекенсене ĕç укçине кашни уйǎхрах вǎхǎтра парса татаççĕ. Ĕçлекенсем валли мунча ларта панǎ. Сǎвакан шултра мǎйракаллǎ выльǎхсен шучĕ 36 пуç, ÿстерме тǎратнǎ выльǎхсен шучĕ   39 пуç, малалла татах та выльǎхсен шутне ÿстересшĕн. Ĕç кунĕ кашни кунах ирхи пиллĕк сехет çитичченех пуçланать пулсан та хǎйсен ĕçĕпе хавхаланаççĕ. Çулла вǎхǎтра утǎ-улǎм, тыр-пул хатĕрленĕ çĕртре çемйипех вǎй хураççĕ. Ĕçлеме юратакансем пĕр минут та пушǎ лармаççĕ. (Вǎрнар районĕ)

 




24 января 2014
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter