Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă

Кăрлач уйăхĕн  24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕрпӳ районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ «Южный-2» микрорайон ĕçне тишкерсе тухнă. Асăннă çĕр лаптăкне - 20 га, федерацийĕн харпăрхăйлăхĕнчен Чăваш Республикин пурлăхĕ çине куçарнă пулнă, палăртнă лаптăк çинче 2018 çул тĕлне нумай хваттерлĕ 10 çурт тата 16 уйрăм пурăнмалли хваттерсем çĕклесе лартма, объектсенчен 50 проценчĕ экономкласлă çуртсем тума палăртса хунă. Хальхи вăхăтра уйрăммăн пурăнмалли 16 çурт, унсăр пуçне 30 хваттерлĕ çурта хăпартса лартассипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Çĕрпӳри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 1-мĕш №-лĕ шкул-интернатра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйне евĕр ăс паракан шкулăн ĕçĕпе паллашнă. Ачасем спортпа туслă пулнипе тата кунтах вĕсене пурăнмалли условийĕпе кăсăкланнă. Сусăрланнă ачасене вĕрентме пур услови те çителĕклĕ таран пулнине курса ĕненнĕ. Вĕсене валли спорт комплексĕ, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина уйрăмĕ, шкулта кабинетсенче сасă хытăрах янратăр тесе, вăйлатмалли ятарлă хатĕрсем те вырнаçтарнă. 2007 çулта ачасене валли кану уйрăмĕ йĕркелесе панă, 2009 çулта спорт комплексне хута янă. Хальхи самантра шкулта сасса лайăхах туйман,  айăпланнă ачасем – 68,  вĕсем шутĕнчех пачах та илтмен ачасем – 25-ĕн вĕренеççĕ. Юлашки çулсенче шкул-интернатра инфратытăма çĕнетсе улăштарма, модернизацилеме республика бюджетĕнчен 12 млн. тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак асăннă шкулта çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре, тӳрĕ кăмăлпа, тивĕçлипех нумай çул математикăна вĕрентсе пынишĕн Николай Сергеева Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете Чăваш Ен Пуçлăхĕ парса чысланă. Шкул-интернатра вĕренекен Раил Чабаев  уйрăм çитĕнӳсем туса пынишĕн, хăйĕн тавра курăмлăхне ыттисенчен аванрах кăтарса пынишĕн ятарлă стипендие илме тивĕçлĕ пулнă. Çĕрпӳри тĕп больницăра  Михаил Игнатьев поликлиника, рентгенкабинет, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне пăхса çаврăннă. Сывлăх сыхлавне модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн, районти тĕп больницăна пурлăхпа техника базине тĕпрен çĕнетсе улăштарма 43 млн. яхăн укçа куçарнă. Михаил Игнатьев больницăра тĕл пулнă çынсемпе калаçнă, вĕсене медицина пулăшăвĕпе еплерех тивĕçтернине ыйтса пĕлнĕ, врачсем патне кĕме черет пур е çуккипе кăсăкланнă. Районти канупа культура тĕп центрĕнче ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи кăтартăвĕсем тата 2014 çулхи тĕллевсем. Асăннă ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов  доклад тунă. Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă май, кăçалхи çул Раççейре Культура çулталăкĕ тесе йышăннине асăннă, çавăнпа та ытларах Чăваш Ен культурине аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх, районта 11-уйăх хушшинче вăтамран çынсен ĕç укçин шайĕ 21,7 процент чухлĕ ӳснĕ - 17 600 тенкĕпе танлашнă. Паянхи канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, республикăн экономика министрĕ Владимир Аврелькин, строительство министрĕ  Олег Марков  тата ытти уйрăм палăртнă çынсем тухса калаçнă. Ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ тăрăхĕнче курăмлă ĕçлесе пынине, кунти çынсем малран мала хăвăртрах каяс ĕмĕчĕсем пысăк пулни савăнтарать», - тенĕ. Çĕрпӳ райповĕн çăкăр кăларакан комбинатĕнче вăй хуракан Людмила Ивановăна хăйне шанса панă ĕçе таса кăмăлпа ĕçлесе халăха, тутлă çăкăрпа тивĕçтернĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата сехет парса хисеп тунă. Хисепе «Росинка» ача садĕнче кĕвĕ ертӳçи пулса ĕçлекене Эльвира Тимофеевăна та тивĕçтернĕ.  Унсăр пуçне район çамрăкĕсене - пултарулăхри ăнтăлушăн хавхалантармалли ятарлă стипендисем пама йышăннине ĕнентерекен свидетельствăсене парса хавхалантарнă.

Тĕплĕрех



24 января 2014
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter