Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп!

Студент ҫулӗсем – пурнӑҫӑн ҫутӑ та илӗртӳллӗ тапхӑрӗ, ку вӑхӑтра кирек камӑн та вӑй вӗресе тӑрать, чунра ҫӗкленӳллӗ ӗмӗт-туйӑм х­уҫа­ланать, пуҫра пысӑк плансем ҫуралаҫҫӗ, тӗнчене улӑштар­са ӑна ырӑрах тӑвас килет. Власть органӗсен тӗллевӗ – сире хӑвӑрӑн ҫав пархатарлӑ ӗмӗтӗр­сене пурнӑҫлама, пултарулӑхӑра туллин уҫма, ҫынлӑх тата професси пахалӑхӗсене тивӗҫлӗн ӑша хывма май­сем туса парасси. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн пуласлӑхӗ шӑпах сирӗнтен килет вӗт.

Чӑваш Ен Правительстви професси вӗренӗвӗн тытӑмне лайӑх­ла­тасси ҫине питӗ тимлӗ пӑхать, асӑннӑ тытӑмӑн тӗллевӗ вара тивӗҫлӗ пӗ­лӳ парса, кирлӗ пек ӑсталӑхпа хӑнӑхӑва алла илме пулӑшса ӗҫ рыно­кӗнче ӑнӑҫлӑ тупӑшма пултаракан кон­курентлӑ специалистсене вӗрент­се хатӗрлесси пулса тӑрать.

Университетсемпе институтсен, техникумсемпе колледжсен тата учи­лищӗсен пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, педагогика кадрӗсен ӑсталӑхӗ тӑтӑшах ӳссе пырать. Професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем­­пе рес­пуб­ликӑри малта пыракан предприятисем ҫыхӑнса ӗҫлесси вӑй­ланать. Пӗлтӗр Шупашкарти транспорт тата строительство техно­ло­ги­йӗсен тех­никумӗн никӗсӗ ҫинче прикладной квалификацисен нумай фун­кциллӗ центрне уҫнӑ, планра – ҫавнашкал тата 6 центр уҫасси, ҫав шутра «Раҫ­ҫей  сечӗсем» акционерсен уҫӑ обществи, «ТехноНиколь» ко­р­­пораци, Г.А. Ильенко  ячӗллӗ «Элара» НПК  акционерсен уҫӑ общест­ви пек компа­нисене  хутшӑнтарса.

Чӑваш Енӗн талантлӑ ҫамрӑкӗсем валли пултарулӑхри ӑнтӑлу­шӑн стипендисем, Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене ҫирӗплетнӗ. Пат­ша­лӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытнӑ чухне физикӑпа тата матема­ти­кӑпа лайӑх результатсем кӑтартнӑ, каярах инженер профессине суйласа илнӗ ҫамрӑксем валли те  хушма  стипендисем  палӑртнӑ.

Эсир обществӑра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнасса, пултару­лӑ­хӑрпа туллин усӑ курасса тата юратупа ҫунатланса ҫирӗп ҫемье чӑмӑр­тасса шанса тӑратӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми шанӑҫ, хастар кӑмӑл, мӗн пур ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫлас ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                              М.Игнатьев. 

                                      

 

 



25 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter