Михаил Игнатьев блокадăри Ленинградра пурăннă çынсене асăну паллисем парса чысланă

Нева çинчи хулана нимĕç фашисчĕсен блокадинчен тĕппипех хăтарнăранпа 70 çул çитрĕ. Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ленинграда ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрçă вăхăтĕнче Ленинградра çуралнисене, çак хулашăн хăйсене шеллемесĕр тăшманпа çапăçнисене, унăн ункине татса Нева çинчи хулана ирĕке кăларнисене Правительство çуртĕнче йышăнă. Санкт-Петербург хулин ертӳлĕхĕ вĕсене пурне те кăкăр çине çакмалли «Ленинград хулине фашистсен блокадинчен пĕтĕмпех ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа» паллăпа наградăлама йышăннă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Ленинграда блокадăран хăтарма Чăваш Енрен темиçе пиншер те  çын хутшăннине палăртнă. «Вăрçă вăхăтĕнче чăваш çĕрĕ çинче Ленинградра пурнăнакансем çеç мар канлĕх тупнă. Хăйсен тăван çыннисем пек Чăваш Ен 70 пине яхăн çынна хăй патне вырнаçтарнă, вĕсенчен 30 пин ытла Ураина, Латви, Литва, Эстони ачисем. Шăпах та çак тапхăрсем çинчен çитĕнекен пулас ăрăва истори урокĕсенче уйрăмах тарăн вĕренсе хăвармалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Тӑван ҫӗр-шывӑн хаклӑ ветеранӗсене пархатарлăхпа хӑюлӑхшӑн  вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей суннă. Михаил Игнатьев Санкт-Петербургăн асăну паллине республикăра пурăнакан 24 ветерана парса чысланă. Кăçал, çак пулăм иртнĕренпе 70 çул çитрĕ. Пухăннă сумлă ветерансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Çар комиссариачĕ Александр Мокрушин ăшшăн саламланă. Тӗплӗнрех



27 января 2014
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter