Элĕк районĕ: килĕшÿ çине алă пусрĕç

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче район администрацийĕ тата «Чăвашавтотранс» предприятийĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ турĕç. Çакна çирĕплетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тата «Чăвашавтотранс» патшалăх унитарлă предприятин директорĕ О.Князькин документ çине алă пусрĕç.Çĕр-шывра паянхи кун çăмăллăхсемпе тата социаллă пулăшусемпе усă куракан граждансене турттарса çÿрекен темиçе автотранспорт организацийĕ пулсан, Чăваш Республикинче «Чăвашавтотранс» кăна шутланать. Кунта халĕ 1800-е яхăн çын ĕçлет. «Чăвашавтотранс» ветерансемпе пенсионерсене кирлĕ вырăна вăхăтра тата меллĕ илсе çитерме, çавăн пекех предприятие йĕркеллĕ тытса тăма çĕнĕ меслетсем шырать, халăхпа тата влаç органĕсемпе тачă çыхăну йĕркелет.

Шăпах çак тĕллевсене пурнăçлама майсем туса парать те ĕнтĕ асăннă килĕшÿ. Унти чи паллă пунктсене палăртмалла: «Элĕк район администрацийĕ çак ĕçсене пурнăçлать: «Чăвашавтотранс» предприяти маршручĕсенче пассажирсене вăрттăн майпа турттарса çÿрессине татăклăн пÿлет, автобуссем çÿрев расписанийĕсене еплерех пăхăннине, пассажирсене «Чăвашавтотранс» предприятин çул çÿрев докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн илсе çÿренине тĕрĕслеме халăхран, граждансен общество организацийĕсен представителĕсенчен, ветерансен организацийĕсенчен ялан ĕçлекен ушкăнсем йĕркелет».

Асăннă пунктсем район администрацийĕпе республикăри автотранспорт предприятийĕ хушшинче пулса тухма пултаракан тавлашусене татса пама пулăшаççĕ. Элĕк районĕнче «Чăвашавтотранс» 11 маршрутпа пассажирсене турттарать. Çавна май района 3 автобус çирĕплетсе панă. Пытармалли çук, районти маршрутсем «Чăвашавтотранса» тупăш кÿмеççĕ. Сăлтавĕсем сахал мар. Кусем вĕсем тарифсем те, хăш-пĕр водительсем пассажирсене билет паманни те, автотехника кивелсе пыни те.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăвашавтотранс» предприятин генеральнăй директорĕ О.Князькин пассажирсене илсе çÿрессине «халăх контролĕпе» тĕрĕслессине йĕркелесе ярассипе пуçару тăнă пĕрремĕш район республикăра элĕксем пулнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов çапла каларĕ: «Район территорийĕнчи маршрутсене сыхласа хăварас тĕллевпе общественность контрольне йĕркелетпĕр. Çакă Элĕк уйрăмĕн тăкакне чакарма май парасса шанатăп».

«Чăвашавтотранс» удостоверенийĕсемпе «общественниксем» хамăр районти мĕн пур маршрутсенчи автобуссене тĕрĕслеме пултараççĕ. Килĕшÿ экспериментлă шутланать, ăна ултă уйăхлăха турĕç.

 



27 января 2014
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter