Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе Шупашкарта спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

 Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе чупассипе ирттернĕ спорт ăмăртăвне хутшăннă. Асăннă ăмăртусене республикăри районсемпе хуласенчен спортпа туслă çемьесем килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене спорта явăçтарнишĕн тав сăмахĕ каланă. Спортпа туслă пулни яланах пурнăçра лайăх кăтартусем туса пама пулăшса пынине палăртнă. Михаил Игнатьев сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырасси  яланах актуаллă пулнине палăртнă. Пухăннă спортсменсене ăмăртусенче  пысăк ăнăçусем туса çĕнтерӳçĕсем пулма сĕннĕ.  Пухăннисем умĕнче çакăн пекех Лилия Кускова та тухса калаçнă. Вĕсен çемьи 2013 çулта çемьесем хушшинче республика шайĕнче ирттернĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ пулнă. Çанталăк сиввине пăхмасăрах, çемьесем ăшă кунсем çитессине кĕтсе тăман, старта çак кун 23 спортпа туслă çемье тухнă. Хăйсен палăртнă ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене: Ишуткинсен çемьи – Шупашкар хулинчен, Васильевсем – Çĕнĕ Шупашкартан, Кусковсен çемьи – Красноаромейский районĕнчен тивĕçлĕ пулнă. Тĕплĕнрех



27 января 2014
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter