Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕсене пăхса тухнă

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2013 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем çинчен чарăнса тăнă, ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Пĕлтĕрхи çул строительство калăпăшĕ, таварсен çаврăнăшĕ, ĕç укçин шайĕ  курăмлăнах ӳснĕ. 2013 çулта промышленноç производствин индексĕ 5 процент чухлĕ чакнă. Сăлатвĕ, çулталăх пуçламăшĕнче машинăсем калăплассин таварĕсене ыйтманни сисĕннĕ. Çав шутрах, çак ĕç-хĕлти экономикăн вуникĕ тĕп пайĕнчен улттăшĕнче – электронлă тата электрооборудовани хатĕрĕсем калăплассипе ӳсĕм пурри куç кĕретех. Промышленноç комплексĕнче организацисем пурĕ 146 млрд.тенкĕллĕх тавар хатĕрлесе кăларнă. Чи аван ĕçлесе пыраканнисем шутĕнче: «ЭЛАРА», «ВНИИР», НПП «ЭКРА», «ИЦ «Бреслер», «ШЗСА», «КАФ», филиал  «Фирма «Август» филиал  «ВЗСП», «АККОНД», «Букет Чувашии» пĕрлешӳсем тата ыттисем те. Иртнĕ çул ял хуçалăх таварĕсене тирпейлекенсемшĕн йывăр çулталăк пулнă. Çанталăк куллен ăшă тăнине кура, акнă тыр-пул кирлĕ пек çитĕнеймен, каярах вара, йĕпе çанталăк тăнине кура, мĕн кирлĕ пек çитĕннĕ тухăçа та вăхăтра тирпейлесе кĕртме май килмен. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх, ĕç укçин виçи 19726 тенкĕпе танлашнă, асăннă кăтарту 2012 çулхипе танлаштарсан – 14,8 процент чухлĕ ӳснĕ. 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шалу укçи парассин парăмĕ 2,9 млн. тенкĕпе танлашать, 2013 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕпе танлаштарсан 26,8 млн. тенкĕллĕх чакнă. Чăваш Ен палăртнă кăтартупа Атăлçи федераллă округпа илсен тваттăмĕш вырăнта тăрать. Ĕç рынокĕнче те лару-тăру самай лайăхланнă. Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Фарида Муратова республика бюджечĕн кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă.  Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2013 çулта 43079,2 млн. тенкĕпе танлашать, 2012 çулхипе танлаштарсан 7,4 процент чухлĕ пысăкрах. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9827,1 млн. тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипех илсен 381,5 млн. тенкĕ чухлĕ пĕчĕкрех. Республикăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсем çинчен тата ытти хăш-пĕр ыйтусем çинчен Чăваш республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ ăшăпа тивĕçтересси ыйтăва çивĕч тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Асăннă ыйтупа парăмсене те татса парасине контроле илме хушса хăварнă.



27 января 2014
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter