Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри спортсменсене пур енпе те çĕнтерӳсем тума сĕннĕ

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Росинка» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Чемпионсен каçĕ» пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие 2013 çулăн спорт енĕпе кăтартусене пĕтĕмлетес тĕллевпе йĕркелесе ирттернĕ. Торжествăлла пулăма спорт ветеранĕсем, федерацисен тата организацисен ертӳçисем, Чăваш Республикин сумлă спортсменĕсемпе тренерĕсем пухăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Енĕн 2013 çул спорт кăтартăвĕсем ăнăçлă та курăмлă пулнине асăннă.  «Чăваш Ен Раççейре спортпа туслă çынсен хисепĕ пысăк пулнипе малта пыракансен хушшинче тăнине асăннă. Республикăн спортсменĕсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен çивĕчлĕхне кăтартма пултарчĕç. Олимп çулăмĕн эстафетине те эпир çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе ятăмăр. Шанса тăратпăр, Раççейĕн спортсменĕсем Сочире Олимп ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнӳсем тăвасса», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тренерсемпе спортсменсене пысăк тăрăшупа ĕçлесе пырса çитĕнӳсем кăтартнишĕн чĕререн тав тунă. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕслĕх кăтартса пынишĕн уйрăммăн палăртса ырласа хăварнă. Михаил Игнатьев республикăри спорт тытăмĕнче çитĕнӳсем туса пынă ĕçченсене патшалăх наградисене парса чысланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Росинка» физкультурăпа спорт комплексĕнче  велосипедпа ăмăртакансен хĕрарăмсен ушкăнĕпе те тĕл пулнă, вĕсен тренерĕсемпе Владимир Краснов тата  Валерий Мулендеевпа калаçнă.  Калаçу самантĕнче тренировкăсен уйрăм саманчĕсем çинчен тата кунта пурăнмалли пурнăç условийĕсем çинчен сӳтсе явнă. Шупашкарта маунтинбайк центр хута ярасси  ĕç-пуç пирки калаçнă. Республика Пуçлăхĕ çамрăк спортсменсене спортăн пур енĕпе те пысăк çитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



27 января 2014
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter