Çамрăксен тĕллев пысăк

Çĕнĕ çулхи уявсем хыççăн çамрăксем пурнăçа çĕнĕ вăй-халпа йĕркелесе яраççĕ. Анчахрах, акă, районти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пĕрле пухăнса калаçнă. Чи малтанах вĕсем çамрăксен правительствин тытăмне çĕнетес ыйтăва сÿтсе явнă. Апла пулин те хăш-пĕр улшăнусем кирлех-мĕн. Райадминистраци тытăмĕнче çĕнĕ çынсем ĕçлеме тытăннă, ытларахăшĕ вĕсенчен – çамрăксем. Çавăнпа та çак правительствăн пĕлтĕрхи раштавра суйланнă ертÿçи Светлана Егорова вĕсене правительство йышне кĕртме сĕннĕ. «Çĕнĕ çынсем – çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ тĕллевсем», – тенĕ вăл.

Кун хыççăн ларура пулнисем правительствăн 2014 çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Светлана Егорова районта, республикăра иртекен «çавра сĕтел», форумсемпе акцисене, фестивальсемпе ярмаркăсене хутшăнма чĕнсе каланă. «Пĕрлехи вăйпа лайăх проектсем хатĕрлесе пурнăçа кĕртме пулать. Вĕсене район ертÿçисем, общественность ырласа йышăнасса шанатăп. Пирĕн тĕп тĕллев – ял тăрăхĕсенчи çамрăксене хавхалантарса пырасси, вĕсене тăван ялсене çĕнетес ĕçе ытларах та ытларах хутшăнтарасси», – тенĕ С.Егорова.

Вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт пайĕн специалисчĕ Людмила Иванова ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлемелли инноваци, эксперимент проекчĕсен конкурсĕн йĕркисемпе паллаштарнă.

Ларура «Интернет» тытăмĕнче çамрăксен правительствин страницине уçас ыйту та пулнă. (Элĕк районĕ)



27 января 2014
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter