Килти хушма хуçалăха аталантараççĕ

2013 çулта Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем килти хушма хуçалăха лайăхлатас тĕллевпе çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă. Пĕтĕмпе 72 çынна 12205 пин тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ 16 çынна 3250 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит панă. «Элĕк-Килĕшÿ» кооператив пĕр çынна 20 пин тенкĕлĕх кивçен панă.

«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланнăранпа Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем 336 кредит илнĕ. Сурăм тăрăхĕнче ĕне выльăх усракансен шучĕ пысăк. Мăйракаллă шултра выльăх 738 пулсан, вĕсенчен 460-шĕ – ĕнесем, 1100 пуç сурăхсемпе качакасем, 200 кролик, 2000-е яхăн чăх-чĕп, 111 вĕлле хурчĕ шутланать. (Элĕк районĕ)



27 января 2014
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter