2012-2013 çулсем валли йышăннă Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă аварийлĕ çурт-йĕр фондĕнчен граждансене куçарас адреслă программа пурнăçланнă

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раççейĕпех иртнĕ селекторлă канашлăва хутшăннă. Ĕçлĕ канашлура 2013 çулта граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас программăпа килĕшӳллĕн малтанласа пăхса тухнă пĕтĕмлетӳсем çинчен калаçу хускатнă. Çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсас ĕçсене регионсен тытăмĕсенче йĕркелесе ярассине пăхса тухнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне реформăламалли фондăн - Сăнав канашĕн патшалăх корпорацийĕн председателĕ Сергей Степашин хăйĕн сăмахĕнче граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас ыйту Раççей Правительствин яланхи контролĕнче пулнине палăртнă. Патшалăх программисем еплерех пурнăçланса пынине тĕрĕслеме обществăлла тĕрĕслеве явăçтарма кирлине асăннă. 2013 çулта Чăваш Ен территорийĕнче адреслă икĕ программăна пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри: 2012-2013-мĕш çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас тата тепĕр çакăн йышши программăна 2013-2017 çулсем валли йышăнса хăварнă пулнă. «Чăваш Республикин территорийĕнче граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас» республикăри адреслă программăпа 2012-2013 çулсенче 234,9 млн. тенкĕ уйăрнă пулнă, 67 аварийлĕ çуртра пурăнакан 226 çемьене хваттерсемпе тивĕçтернĕ. 2014 çул  кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă программăна пурнăçа пĕтĕмпех кĕртнĕ, граждансене хăтлă та лайăх хваттерсене пурăнма куçарнă. 2013-2017-мĕш çулсем валли йышăнса хăварнă адреслă программăпа килĕшӳллĕн 4979,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Аварийлĕ  859 çуртра пурăнакан  13,3 пин çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртса хунă. Асăннă программа пиллĕк тапхăрпа пурнăçланĕ. 2013-2014 –мĕш çулсенче 1381,3 млн. тенкĕ укçа пăхса хăварма йышăннă, 3883 граждан ыйтăвне тивĕçтерĕç ( республикăра пурăнакан 1460 çемье ырлăхпа усă курĕ). 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă программăпа фонд та республика бюджечĕ шучĕпе Чăваш Республикинче 299 çынна нумай хваттерлĕ 31 çуртран çĕнĕ 121 хваттере куçнă. Республикăра çуртсене тĕпрен çĕнетсе юсассипе ятарлă саккун вăя кĕртнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме графика, патшалăх енчен пулăшу памаллин йĕркине, укçа-тенкĕне тĕллевлĕн тăкакланине тĕрĕслесе тăрассине, унсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен те çурта тĕпрен юсама чи пĕчĕк хак тӳлемеллин виçине пăхса тухса йышăннă, асăннă хак  1кв.м - 5,2 тенкĕпе танлашать. 2008-2013 çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсас ĕçсене йĕркелесе ирттернĕ çĕре 2,982 млрд. тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланнă пулнă. Асăннă укçапа нумай хваттерлĕ 1416  çуртра юсав ĕçĕсене тĕпрен йĕркелесе ирттернĕ.

 

 



28 января 2014
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter