Культура çулталăкĕ. Хушма пĕлӳ илни çăкăр ыйтмасть

Автор: Александрова Анна, 8 класс

Пирĕн шкул ачисем тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем шкулта вĕреннисĕр пуçне  районти музыка шкулĕн Çирĕклĕ Шăхальти филиалне çÿреççĕ. Вĕсем çак ачасем: Павлова Татьяна, Мясников Александр, Родионов Алексей, Карчиков Георгий. Эпĕ те,  Александрова Анна,  унта хаваспах çÿретĕп."Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни-юр çинче".  Сак каларăша пирĕн шкул ачисем асрах тытаççĕ. Хушма пĕлÿ илме ăнтăлаççĕ.
   Ачасен шухăш – кăмăлне   пĕлес тесе, эпĕ вĕсенчен интервью илес терĕм.


Аня.─ Салам сире, Сашăпа Таня!
Сашăпа Таня.─ Салам!
А.─ Музыка шкулне çÿреме хăçан шухăш çуралнă сирĕн?
С.Т.─ Çуллах шухăшласа хунăччĕ кун çинчен. Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах Сергей Владимирович Краснов патне çул тытрăмăр.
А.─ Мĕнле музыка инстументне суйласа илтĕр?
С.Т.─ Иксĕмĕр те гитара кăмăллатпăр. Çавăнпа та çак инструмента суйласа илтĕмĕр.
А.─ Килешет-и сире хушма пĕлÿ илме? Гитарăна пĕрремеш хут алла илсен мĕнле шухăш - туйăмсем çуралчĕç?
Т.─ Пире музыка шкулĕнче вĕренме питĕ килĕшет. Пĕчĕкренех гитарăпа выляс шухăшсем пулнă манăн.
А.─ Гитарăпа выляма йывăр мар-и? Вĕренÿре чăрмантармасть-и?
С.─ Малтанах, паллах, йывăрччĕ. Халь йывăрлăхсене туймастăп. Хушма пĕлÿ илни вĕренÿре пĕрре те чăрмантармасть.
А.─  Таня тата Саша, халĕ эсир гитарăпа хăш произведенисене каласа пама пултаратăр?
С.─ Тĕрлĕ этюдсем, "Андантино".
Т.─  
"Старая мельница", "Çумăр çăвать", "Детство".

А.─ Тавтапуç, мана сирĕнпе калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ.
С.Т.─ Сана та тавах.

(Елчĕк районĕ)



28 января 2014
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter