Патăрьел районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Патăрьел районĕнче пулнă. Чăваш Ен  Пуçлăхĕ республикăра çĕр улми тирпейлессипе ĕçлекен,  малтисен ретĕнче пыракан «Батыревский» акционерсен хупă пĕрлешĕвне çитсе килнĕ. Пĕрлешӳре çĕр улмине еплерех хĕл каçарнипе кăсăкланнă.  «Батыревский» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ пĕр тан лайăх аталанса пыракан хуçалăх шутланать.  Предприяти выльăх-чĕрлĕх тата курăк çитĕнтерссипе курăмлăн ĕçлет. Пĕлтĕрхи çул пĕрлешӳ хăйĕн тупăшсен пайне 1,7 хут ӳстерме пултарнă. Кун пек кăтарту хуçалăха малашне аталанса пыма, кирлĕ пулсан тĕрлĕ кредитсемпе те усă курма ирĕк парать. Çитĕнӳ, паллах савăнтарать», - тесе палăртнă хăй шухăшне республика Пуçлăхĕ.  Районти Культура çурчĕнче Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ - ӳнер ăсти Мидхать Шакиров ятарласа курава тăратнă ӳкерчĕксене пăхса килленнĕ. Асăннă курава Культура çулталăкĕпе килĕшӳлĕн йĕркеленĕ. Хыççăн пухăннисем районăн 2013 çулăн социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2014 çул валли йышăннă ĕç планĕпе паллашнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов тухса калаçнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Патăрьел районĕн социаллă экономика аталанăвĕн нумай кăтартăвĕсем тăрăх, чи малтисен ретĕнче пыни куç кĕретех пулнине палăртнă. Калăпăр, демографи лару-тăрăвĕ, вăтам тата пĕчĕк бизнес районта лайăх аталанса пырать. «Пур çавăн пек предприятисем, ăçта пĕтĕмпех куç умĕнче. Тепре чухне таçтан çавăн пек предпринимательсем тупăнаççĕ, йĕркене пăхăнса пыманни пăшăрхантарать. Патшалăх йышăннă правилăсене хирĕçлени сисĕнет, тĕрлĕ майсемпе  çынсене улталама тăрăшаççĕ. Малашне вĕсем патне те çирĕп тĕрĕслев пулĕ, право йĕрхине сыхлакансем кун пек тĕслĕхсемшĕн çийĕнчех явап тыттарĕç», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Патăрьел районĕн кăтартăвĕсемпе паллашнă хыççăн, 2014 çулта тата та ытларах ӳсĕмсемпе ĕçлеме сĕнсе хăварнă Михаил Игнатьев. «Пурăнакансен пурнăç шайне ӳстерсе пырассишĕн кашнин çине тăрсах ĕçлемелле», - тесе хушса каланă Пуçлăх. Хăш-пĕр уйрăм ыйтусемпе тата çитменлĕхсем çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, ял хуçалăх министрĕн çумĕ    Эдуард Александров, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прпависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов, Россельхозбанк Чăваш Енри филалĕн директорĕ Ирина Письменская, Раççей перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Константин Киргизов  тухса калаçнă. Михаил Игнатьев культура тытăмĕнче тава тивĕçлĕ ĕçлесе пынă Мидхат Шакирова, ял хуçалăх агропромышленноç комплексĕнче «Батыревский» пĕрлешӳре тракторист-машинист пулса ĕçлекене Юрий Осипова, вĕренӳ тытăмĕнче вăй хуракан Виктор Антипова алла çыхмалли сехет тата  Тав çырăвне парса чысланă. Аграрипе медицина тытăмĕнче чи лайăх ĕçлесе пынă ĕçчешсем вара РФ Ял хуçалăх, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районти пултаруллă çамрăксене, ятарлă стипендие тивĕçнисене, свидетельствосем парса хавхалантарнă.

 Тĕплĕнрех



29 января 2014
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter