Ааттестаци витĕр тухĕç

Вĕренÿ учрежденийĕнчи ĕç-хĕлшĕн пĕтĕмĕшле директор яваплă. Кунсăр пуçне саккунри çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса куллен усă курмалла. Шкул директорĕсем хăйсен ĕç вырăнĕсене тивĕçтереççĕ-и; Çак тĕллевпе пилĕк çулта пĕрре вĕсен аттестаци иртет. Кĕçех Элĕкри Питĕшкассинчи, Ямашри, Ураскилтри вăтам шкулсенчи, «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн, Тенири тулли мар вăтам шкул директорĕсем тĕрĕслев витĕр тухĕç.

Ертÿçĕсемпе ятарлă комисси калаçу (собеседование) ирттерет. Комисси членĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене мĕнле шайра тытнине те, олимпиадăсемпе конкурссен кăтартăвĕсене те, çĕнĕ технологисене мĕнле усă курнине те тĕпе хураççĕ. Директорсем саккунсене мĕнле пĕлнине те тĕрĕслеççĕ. (Элĕк районĕ)



29 января 2014
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter