Шупашкарта медицина им-çамне тирпейлекен центра хута янă

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина ăптăр-каптăрĕсене тирпейлесе кăларакан республикăра пуçтарăнакан ятарлă вырăна хута янă пулăма хутшăннă.  Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче ыйтăва татса пама предприяти ĕçне  бюджет çăлкуçĕнчен тăкакланманнине асăннă, кун пирки ĕçе йĕркелесе пымалли çинчен 2013 çулта нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнă пулнă. Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви  хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçланă. Кун йышши ĕçе йĕркелесе яни медицина ĕçченĕсене аванах пулăшу кӳнине палăртнă. Малтанласа медицинăра прахăçланнă япаласене алпа суйласа тирпейлесе хумалла пулнă пулсан, халĕ вара ку ĕçе  ятарлă хатĕр урлă кăларса тасатса тирпейлеççĕ. «Малашлăхра республикăри мĕн-пур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенчен им-çама кунта илсе килсе тирпейлеме палăртса хунă. Кун пек йышăну туни – инкек сиксе тухассинчен сыхлать. Енчен те малтанласа эпир нимĕн те шутласа тăмасăрах, пур çӳп-çапа та усал юрăхсăра тухнă япаласене пухмалли ятарлă вырăна пуçтарнă, унта вара каламасăрах паллă, кам мĕн ĕç тăвать малалла пĕлме те çук. Малашне ку ыйту çĕкленмĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Медицина ĕçĕсем хыççăн юлнă ăптăр-каптăра тирпейлекен центр хулари васкавлă  медицина пулăшăвĕ памалли больница çумĕнче вырнаçнă. Центра хута яни тăван тавралăха экологи енчен сыхлама ирĕк парать. Асăннă предприяти ĕçне Мускаври «КИЛЬ» медицина ушкăнĕсен группи 40 млн. тенкĕллĕх инвестици хывнă. Предприятире Италирен илсе килнĕ пысăк технологиллĕ CONVERTER H150 хатĕрсене вырнаçтарнă. Усал ăптăр-каптăра вĕтетсе нимĕнле шăршсăр типейлесе кăларать. Малашне кунтан тирпейленсе тухнă япалапа тротуарсем валли плиткăсем, асфальт тунă çĕре яма палăртаççĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкне республикăри медицина учрежденийĕсем 6 пине яхăн усал çӳп-çапа кăлараççĕ.  Предприятире  вырнаçтарнă хатĕрсем пĕр циклпа 150 кг яхăн усал япаласене тирпейлеме пултараççĕ, ăна валли 30-60 минута яхăн вăхăт кайĕ, паллах мĕнлерех япаласем пуçтарăннинчен те килет. Иккĕмĕш тапхăрпа предприятире тата та вăйлăрах конвертерсем вырнаçтарса хута яма палăртаççĕ, ĕçе йĕркелесе ирттерме 100 млн. тенкĕ явăçтарма палăртнă, республикăри мĕн пур медицина учрежденийĕсенчен усă курнă хыççăн юлнă  усал япаласене тепĕр хут тирпейлесе урăх ĕçе кĕртме май килĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă. Кунта электронлă майпа врачсем патне çырăнмалли  ятарлă регистратура, физиотерапи, неврологи, ультразвук диагностикин ĕçĕсемпе кăсăкланнă, уйрăм енĕсемпе сĕнӳсем панă, ĕçсене лайăхрах йĕрклесе пыма хушса хăварнă. Калăпăр, больницăна кĕмелли çĕрте сусăрланнă çынсене валли ятарлă пандус вырнаçтарнă, анчах та çав тери чăнкă пулнине кура, кун пек пандус  декораци вырăнĕнче çеç пулма пултарнине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Пĕр килнĕ пек чухне больницăри çынсемпе те курса калаçнă, вĕсене медицина пулăшăвĕсемпе еплерех тивĕçтерни, апатлантару йĕрки пирки ыйтса пĕлнĕ, кунта сипленекенсене часрах сывалса тухма сĕннĕ.   Тĕплĕнрех

 

 



29 января 2014
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter