Ăнăçлăх тăрăшулăхран килет

2013 çулта районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 2622,4 тонна аш-какай (100,6 процент) тата 26154,8 тонна сĕт (100,4 процент) туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 391,8 тонна аш янтăланă (98,3 процент).2013 çулта ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт суса илесси 3688 тоннăпа танлашнă (98,5 процент). Кашни ĕнерен вăтамран 4781 килограмм суса илнĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 434 килограмм ытларах. Сĕт сăвассипе тата аш-какай туса илессипе «Новый путьпе» Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче – 10498 пуçпа, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 2065 танлашать. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче ĕнесем 5270 пуç шутланаççĕ, вĕсенчен ял хуçалăх предприятийĕсенче – 682. Сыснасен шучĕ мĕн пур хуçалăхра 1613-пе танлашать, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 411 пуç. Районта сурăхсем 10450 пуç шутланаççĕ, вĕсенчен ял хуçалăх предприятийĕсенче – 674 пуç. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ «Новый путь», «Рабия» Агрофирма» хуçалăхсенче, сыснасем «Правдăпа» «Авангардра», сурăхсем «Золотое Руно» Агрофирмăра» ÿссе пырать.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем вăтамран 577 грамм ÿт хушаççĕ; сыснасем – 385 грамм. Мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ «Новый путьпе» Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсен ăнăçлă пулса пырать пулсан, сыснасене самăртассипе «Новый путьпе» О.Петров хресчен-фермер хуçалăхĕсем лайăх ĕçлеççĕ.

2013 çулта мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 788 пăру тата 977 сысна çури хутшăннă.

 



29 января 2014
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter