Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шăмăршă районĕнче пулнă

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шăмăршă районĕнче пулнă. Районта республика Пуçлăхĕ тĕп больницăн ĕçĕпе паллашнă. Кунта хирурги тата реанимаци уйрăмĕн хăйне евĕрлĕхĕпе кăсăкланнă, электронлă майпа çынсем регистратурăра еплерех çырăннине тишкернĕ, больницăра выртакансене медицина пулăшăвне тивĕçлипех панине ыйтса пĕлнĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакансем сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче ĕçлекенсене пысăк хак панă, хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçланине палăртнă. Сăмаха май, кунти çынсем, юлашки çулсенче медицина тытăмĕнче пурлăхпа техника бази çĕнелсе пыни çинчен те савăнса пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ районта ватăсем тата сусăрланнă çынсене вырнаçтарма çĕнĕ корпус хатĕрлекен вырăна çитсе килнĕ, строительство ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пухăннă канашлăва уçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ял ĕçченĕсене кăтартуллă ĕçлесе пынишĕн тав тунă,  малашне те лайăх аталанса пыма, пурăнакансен пурнăç шайне ӳстерме районăн резервсем те çителĕклĕ таран пулнине палăртнă. Шăмăршă тăрăхĕнче 2013 çулта пурнăçран уйрăлса кайнисен хисепĕ пысăк пулнине палăртнă, çав шутрах республикипе илес пулсан (+0,8) чухлĕ çынсен хисепĕ ӳснĕ. Вилекенсем, усал шĕвеке ĕçсе пурнăçран уйрăлаççĕ. «Медицина, паллах чирленисене хăй вăхăтĕнче çăлса хăварас тесе, мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Патшалăх ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе, курăмлăнах тăкакланать. Анчах та енчен те хамăра хамăр упрама пĕлмесен, пĕтĕмпех айăпĕ хамăрта пулма пултарать», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ.  Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тата 2014 çул валли йышăннă ĕç планĕпе Шăмăршă район администрацийĕн  пуçлăхĕ Валерий Фадеев тĕплĕн паллаштарнă. Пĕлтĕр районта 15 пин кв/м чухлĕ çурт-йĕр хута янă, тата маларах çулхипе танлаштарсан 102 процент. Пурăнмалли нумай хутлă 20 çурта тĕпрен çĕнетсе юсанă. Районта виçĕ çултан пуçласа ачасем пĕтĕмпех ача садне çӳреççĕ. Кăлтăксем пулманни савăнтарать, анчах та вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕнче çамрăк специалистсем çукки куç кĕретех. Ыйтусене татса парас тесе, паллах тĕрлĕ енсем шыраççĕ, çурт-йĕрпе тивĕçтерме пăхаççĕ, ĕç укçи çумне тĕрлĕ хушма пулăшу параççĕ. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, экономика министрĕ  Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков хутшăннă. Районта пурăнакансем республика Ертӳçи патне хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту тăратнă. Ыйтусем хушшинче: шкулсемпе ача садне реконструкци ĕçĕсем  тăвасси,  çулсене юсасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, Чăваш Наци телекуравне республикăри пур районсемпе хуласене те илсе çитересси пулнă. Чи сумлă та пархатарлă ял ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса хавахалантарнă. Культура тытăмĕнче нумай çул хушши тивĕçлипе  ĕçленĕ Татьяна Долговăна, агропромышленноç комплексĕнче тимлекен Анатолий Андреева, «Андреев А.Н.» хуçалăхĕнче тăрăшакан Анатолий Андреева, Сергей Галкина, «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Тав çырăвĕсемпе тата алла çыхмалли сехетсем парса чысланă.  РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне Геннадий Макаров тивĕçнĕ. Çитĕнекен çамрăк ăрăва пысăк кăтартуллă ĕçсемшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене, республика Пуçлăхĕ свидетельство парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех

 

 



30 января 2014
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter