Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă. Районта Чăваш Ен Пуçлăхĕ С.Р Илларионовăн хреçчен фермер хуçалăхĕн ĕçĕпе паллашнă. Асăннă хуçалăхра сĕт тирпейлессипе ĕçлесе пыраççĕ. 2013 çулта хуçалăх сĕте автомат урлă вырнаçтарассипе çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ пулнă. Кун йышши автоматсене Шупашкарта 8 тĕлтре вырнаçтарнă, куллен кашни кунах таса та çĕнĕ сĕт илсе килеççĕ. Калăпăр, пĕр сĕт автомачĕ урлă  кунне 188 кг сĕт сутăнать. Республика Пуçлăхĕ хуçалăх ĕçне пысăк хак панă. «Хуçалăх 350 пуç сăвăнакан ĕнесем тытать, кун йышши фермер хуçалăхĕсем республикăра питĕ шутлă. Предпринимательĕн пуласлăхĕ пысăк, стратегине те пăхса тухнă. Бизнес-план пурнăçа кĕрсе пырать. Малалла аталанас тĕлĕшпе çĕнĕ объектсем хута ярасси пирки тăрăшсах ĕçлеççĕ. Хуçалăх тупăшлă ĕçлет, мĕншĕн тесен сĕт-çу тирпейлесси яланах пархатарлă пулнă. Хуçалăх тирпейлесе кăларакан сĕт Шупашкарти çынсем патне куллен çитсех пырать. Халăх сĕтĕн пахалăхĕпе питĕ кăмăллă», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тăвай районĕн тĕп больницинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чирлĕ çынсене васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли ятарлă уйрăмпа, педиатри тата ытти уйрăм палăртнă блок ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Электронлă регистратура ĕçне тишкернĕ. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн, пĕлтĕрхи çул медицина учрежденине пĕтĕмпех çĕнетсе юсанă. Михаил Игнатьев объекта лайăх енпе хакланă, хулари медицина учрежденийĕсенчен те лайăхрах пулнине палăртнă. Кунта пĕтĕмпех пурлăхпа техника базине çĕнетнĕ. Сипленме пыракансем валли пур эмельсем те çителĕклĕ таран.  Хыççăн Культура центрĕнче районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тата 2014 çул валли йышăннă ĕç планне республикăран килнĕ ертӳçĕсемпе пĕрле сӳтсе явнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тухса калаçнă. Районăн пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Доклад пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, районта çуралакансен хисепĕ чакни палăрнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун района инвесторсене явăçтарни пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Енчен те çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем ялта пулмасан, вĕсем ытти регионсене кайни куç кĕретех. Вĕсене валли темĕнле лайăх çулсем туса парсан та, пур-пĕрех яла юлмаççĕ. Ун чухне вара ялăн пуласлăхĕ пирки калама иккеленӳллĕ. Пирĕн пурсăмрăн та пур тĕллев, халăх валли лайăх условисем туса парасси», - палăртнă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ районта  пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассин кăтартăвĕсем пĕчĕк пулнине асăрхаттарса хăварнă. Республика Пуçлăхĕпе район ертӳçи пухăннă район çыннисен ыйтăвĕсем çине хурав панă, хăшне-пĕрне Михаил Игнатьев контроле те илнĕ. Канашлăва пынă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова,  ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев хăйсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене тăратнă. «Пĕтĕмĕшле илсен район ĕçĕ курăмлă. Нумай кăтартусемпе  ӳссе пыни куç кĕретех савăнтарать. Паллах, пур хăш-пĕр кăтартусем ял хуçалăхĕнче чакни сисĕнет. Сăлтавĕ те пур - çанталăк пĕлтĕрхи çул чăрмантарни. Района çĕнĕ проектсемпе хальхи пурнăçпа тан утса пыракан мал ĕмĕтлĕ çынсем кирлĕ. Ун чухне малалла кайма тата та аванрах. Ĕç пахалăхĕ ӳсет, çынсене валли ĕçлемелли вырăнсем тупăнĕç», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва Михаил Игнатьев.  Ĕçре уйрăммăн палăрнисене Тав çырăвĕсем парса чысланă, çамрăк ăрăва маттур пулнишĕн, ятарлă стипендие тивĕçнисене, свидетельство парса хавхалантарнă, амăшĕн капиталне илме палăртнисене сертификат тата нумай ачаллисене çĕрпе тивĕçтерни çинчен ĕç хутне парса хисеп тунă.

 Тĕплĕнрех



30 января 2014
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter