Шупашкарта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ марафон уҫăлнă

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Ача-пăча центрĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ марафона уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх фончĕ общество организацийĕн республикăри уйрăмĕ пуçарнипе пирĕн хутлăхра 1995 çултанпа, кăçалхипе вун саккăрмĕш хут йĕркелеççĕ.  Торжествăлла мероприятинче  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов,  Чăваш Енри Ача-пăча фондчĕн Председателĕ Юрий Кислов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Наци конгресĕн Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă.   Церемони пуçланиччен Михаил Игнатьев центр  ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, ачасемпе курнăçнă, кунта сипленекенсен ачасен амăшĕсемпе пӳпленĕ. Центр ертӳçи Елена  Шафейкина пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем патĕнче  2 753 ачана шута илнине палăртнă. Центрта пиллĕк ятарлă уйрăм вырнаçтарнă. Кашни сусăрланнă ачасем валли пур услови те çителĕклĕ таран хатĕрлесе çитернĕ. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев  патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ амăшĕсене тата ачисене упрасси пулнине асăннă.  «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе пынипе патшалăх ку енĕпе çителĕклĕ таран тăкакланать. Пирĕн ĕçсемпе ытти регионсем те кăсăклансах тăраççĕ. Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – сусăрланнă ачасем хăйсене яланах лайăх туйчĕр тесе условисем туса çитересси», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ официаллă майпа марафона старт панă. Асăннă мероприяти ĕçне çынсене ытларах – та ытларах явăçтарма кирлине каланă. Кăçал Культура çулталăкĕ пулнă май, ачасем валли пĕлтĕрхинчен тата та ытларах укçа-тенкĕ пухăнасси пирки палăртнă. Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче марафонăн пухмачне пелтĕр  8,5 млн. яхăн укçа пухăннине асăннă. Кăçал ку ĕçе смс урлă та куçарма май пулĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова палăртнă центрта ачасене валли хатĕрсем ют çĕр-шыври центрсемпе танлаштарсан хăш-пĕр уйрăм енĕсемпе лайăхрах та пулнине палăртнă. Çавăнпа та пирĕн çĕр-шывра калăпланса тухакан хатĕрсем паян ют çĕр-шыврисенчен питех улшăнса тăмалла мар, лайăхрах пулмалла. Çулсерен марафон тĕрлĕ халăха пĕрлештерет. Кам та кам ачасен шăпишĕн пăшăрханать, вĕсем паян пур те пĕрле. Предприяти-организацисем тăтăшах пухмача хăйсен ирĕкĕпе укçа куçараççĕ. Пухнăннă укçана чи малтанах йывăр сусăрланнă ачасене сиплеме куçарса параççĕ. Пухмач ҫултан-ҫул пуянланса пыни сӑваплӑ ӗҫе ҫынсем чунпа, кӑмӑлтан хутшӑннине, йывӑрлӑха лекнӗ ентешсене пулӑшмашкӑн вӗсем хатӗррине ҫирӗплетет.

Тӗплӗнрех:Присоединиться к марафону может каждый. Для этого нужно обратиться в Чувашское региональное отделение общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» по адресу г. Чебоксары, ул. Петрова, дом 7, или позвонить по телефону (8352) 62-89-42. Деньги в поддержку марафона можно перечислить на расчетный счет фонда

Реквизиты благотворительного марафона «Именем детства, во имя детства»:
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г. Чебоксары

БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609

 Сăн ӳкерчӗксем



31 января 2014
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter