Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Прокуратура ĕçчешĕсен анлă ларăвне хутшăннă

 Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Прокуратура коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Канашлура пĕлтĕрхи  çул саккун  тата право йĕркинне çирĕплетнин  ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, малашнехи тапхăрăн планне пăхса тухнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче прокуратура ĕçченĕсене  право хуралĕн органĕсемпе эффективлă пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пынишĕн тав тунă. «Влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленине кура, республиикăн социаллă экономикăн çул-йĕрĕ тăнăçлăн аталанса пыни савăнтарать.  Юлашки çулсенче çынсен правине хӳтĕлес енĕпе нумай кăтартусем пирĕн курăмлăн пурнăçланса пыраççĕ», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Общественноçран ыйтса пĕлнин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, халăх влаç оранĕсене, право йĕркине тĕрĕслесе тăракансене шанни курăнать. Республика Пуçлăхĕ хамăр тăрăхра право йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе, профилактика ĕçне кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттернине каланă. Коррупцие хирĕç кĕрешес ыйту та тивĕçлипех пурнăçланать. «Çаксенчен шăпах килет те, пире,  Чăваш Республикинчи çынсем шанни», - тенĕ Пуçлăх.  Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен ертӳçĕсене çийĕнчех тупас тата явап тыттарас ĕç те чăннипех те лайăх пурнăçланса пынишĕн пысăк хак панă. Чăваш Енри обществăпа политика ыйтăвĕ малашне те çирĕп йĕркеленсех пырассине нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин прокурорĕ Владимир Метелин хăйĕн сăмахĕнче 2013 çулăн ĕç кăтартăвĕсен хăш-пĕр тĕп ыйтăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Республикăра криминал енĕпе лару-тăру аванах лайăхланнине палăртнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен хисепĕ 15 процент чухлĕ чакнă. Паянхи канашлура хăш-пĕр çитменлĕхсемпе кăлтăксем çинчен те чарăнса тăнă. Вĕсене сирсе ярассипе уйрăм йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



31 января 2014
13:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter