Канаш районĕ: çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр

Вăтакас Татмăшри вăтам шкул вĕренекенĕсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ  ирттерекен олимпиадăсене час-часах хутшăнаççĕ. Кăçал та акă асăннă университетра чăваш чĕлхипе литературăна юратакансен хушшинче куçăм мар майпа "Знаешь ли ты чувашский язык?" олимпиада иртрĕ. Унта   Григорьев Николай (7 класс), Васильева Марина (11 класс) хастар хутшăнса виççĕмĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малалла та ăнăçу сунатпăр.



31 января 2014
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter