Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ Канашри литейнăй завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Асăннă объекта 2014 çулта пĕрремĕш кварталта ĕçе кĕртме палăртса хунă, таварсем турттаракан вагонсем валли тĕрлĕ хатĕрсем калăпласа кăларассипе тимлеме пуçлĕç. Генеральнăй директор Андрей  Гордиенко пĕлтернĕ тăрăх, завода хăпартса лартма 230 млн. яхăн тăкакланнине пĕлтернĕ. Енчен те производствăна ĕçлеттерсе ярсан, хушма 120 ĕç вырăнĕ тупăнĕ, вĕсен шалу укçи те уйăхне 20 пин тенкĕрен кая пульмĕ. Республика Пуçлăхĕ кун йышши производствăна ĕçе кĕртни пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Чи кирли - çынсем валли ĕç вырăнĕсем тупăнни, çитменнине тата лайăх ĕç укçипе тивĕçтерни паха. Енчен те пахалăхĕ енчен пысăк шайра хатĕрсем калăпласан, производствăн пуласлăхĕ тата та вăйлăрах пулĕ», - тенĕ Пуçлăх. Михаил Игнатьев Канашри нумай функциллĕ центр ĕçĕпе кăсăкланнă. Республикăри центрсен ĕçĕпе танлаштарсан - чи лайăх ĕçлесе пыраканнисен шутĕнче. Кашни оператор кунне 20-30 çынна патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Кунта ĕçлекенсем каланă тăрăх, вĕсене «пĕр чӳрече» меслечĕпе ĕçлеме питĕ вырăнлă пулнине асăннă, вăхăта та перекетлеме май пуррине каланă. Шăхазанти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йĕркелесе пынипе анлă канашлу иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тата 2014 çул валли йышăннă плана пăхса тухнă. Анлă канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата ытти сумлă хăнасем пухăннă.  Канашлăва пуçтарăннисене кашнинех тивĕçлĕ предложенисемпе ыйтусене тăратма сĕннĕ республика Ертӳçи. Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хăйĕн докладĕнче экономика енĕпе уйрăммăн илсен, ӳсĕмсем пуррине асăнса хăварнă. Пысăк кăтартусене туса пыма, паллах патшалăх пулăшăвĕ витĕм кӳни куç кĕретех. Калăпăр, Канаш районĕнчи ял хуçалăх тытăмне аталанса пыма пĕлтĕрхи çул 84,3 млн. тенкĕллĕх пулăшу кӳнĕ пулнă (2012 çулхипе танлаштарсан 119 процент).  Пĕлтĕр районта харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем  37,193 пин. кв. м çурт-йĕр хута янă, 100,5 процент чухлĕ 2012 çулхипе илсен. Районта çамрăк, нумай ачаллă çемьесене, тăлăха юлнă ачасене  хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту лайăх пурнăçланса пырать. Канашлура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсем çинчен те тĕплĕн чарăнса тăнă, парăмсем çинчен ыйтăва çивĕч пăхса тухнă. Пухăннисем Çавал шывне тӳрлетессин ыйтăвне, чăх-чĕп фабрикин ĕçĕ çинчен те чарăнса тăнă. Районта чи лайăх ĕçлесе пыракан ял ĕçченĕсене Михаил Игнатьев Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Наградăсене культура ĕçĕнче нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан Роза Шоркина, сывлăх сыхлавĕнче тимлекен Валентина Герасимова, Шуркасси шкулĕнче вĕрентекен Константин Никонов, ял хуçалăхĕнче курăмлă ĕçлесе пыракан «Агрофирма «Слава картофелю – Канаш» пĕрлешӳре вăй хуракан Евгений Терентьев тивĕçнĕ. Çавăн пекех канашлу самнтĕнче районти чи пултаруллă çамрăксене, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене, свидетельство парса хисеп тунă. Юлашкинчен ĕçлĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ районта çĕкленĕ пур ыйтăва та контроле илнине палăртнă. «Эпир пурсăмăр та пĕр ĕç тăватпăр. Раççей Президенчĕн командинче ĕçлетпĕр. Пурин те пĕр тĕллев. Чăваш Енре ытларах та ытларах сывă та вăйлă çемьесем пулмалла. Шăпах районăн та, республикăн та, Раççейĕн те пуласлăхĕ çак кăтартусенчен килет. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Канаш районĕ лайăх аталанса пырать. Малашне те тĕллевлĕн ытларах та ытларах лайăх аталанса пыма тăрăшмалла, ĕç кăтартăвĕсене те ӳстересси çине тимлĕх уйăрмалла», - тесе хăй шухăшне палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех 



31 января 2014
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter