Тăвай районĕ: елкăра савăнчĕç

Çĕнĕ çул елки нумай ачасемпе çитĕннисемшĕн чи юратнă праçник пулса тăрать. Çĕнĕ çул елки пурнăçри малашлă ырă шанăçсемпе çыхăннă. Çавăнпа ăна кĕтеççĕ, унта савăнаççĕ.

2013 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕ умĕнчи площадьре район администрацийĕн пуçлăхĕн Елки пулса иртнĕ. Унта пухăннă ачасене пурне те администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке Çĕнĕ çулпа ăшшăн саламланă, ырă суннă. “Çĕнĕ çул çутă пулăмсемпе, нумайлăха асра юлмалли савăк кунсемпе, вĕренÿри ÿсĕмпе, усăллă ĕçсемпе палăрса тăтăр. Телей, хаваслăх, савăнăç кÿтĕр”, – тенĕ. Вĕренÿре лайăх паллăсем илме, хĕллехи каникулта лайăх канма суннă.

Елкăра Хĕл Мучипе Юр Пике юрă-кĕвĕ, ташăсем, шÿтсем савăнăç кÿнĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе районта çак кун “Хĕл Мучи тата Юр Пике – 2013” конкурс та хавас иртнĕ, унта 8 ял тăрăхĕнчен хутшăннă. Конкурс итогĕсене 2014 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче палăртаççĕ.



08 января 2014
12:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter