Христос Çуралнă кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнчи Тĕн литургине хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Христос Çуралнă кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнчи Тĕн литургине хутшăннă. Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнчи Тĕн литургине Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Палăртса хăваратпăр: çак кун Çветтуй Чиркӳ Турă ӳтленсе пулнине - Иисус Христос Çӳл Хуçамăр этемлĕхе çăлаканĕ çуралнине мухтать. Çав каçхине уяв ячĕпе пирĕн республикăра тата пĕтĕм Раççейĕпе Вырăс Православи чиркĕвĕн храмĕсенче кĕлĕсем иртнĕ. Тĕн литургине, палăртнă кун Чăваш Наци телекуравĕ тӳрĕ эфирăн кăларăмĕнче кăтартса пынă. Кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Воскреснăй шкул ĕçĕпе паллашнă, ăна 2013 çулта Пукрав-Татиана чиркĕвĕ çумĕнче йĕркелесе уçнă пулнă. Ку асăннă шкулта ачасене Турăн Саккунне, чиркĕвĕн историне, унпа çыхăннă юрăсене тата ытти тĕн йăли-йĕркине вĕрентсе пыраççĕ. Кунтах собор çумĕнчех «Омофор» çамрăксен провослави тĕнне ĕненекенсен ятарлă клубĕ ĕçлет. Тĕплĕнрех



08 января 2014
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter