Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе йăлана кĕнĕ тăрăх, çутă Раштавăн уявĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе йăлана кĕнĕ тăрăх, çутă Раштавăн уявĕнче йĕлтĕрпе чупассипе "Раштав чупăвĕсем" ăмăртусене хутшăннă. Ăмăртусене Шупашкарти «СДЮСШОР № 2» ДОД йĕлтĕр базинче йĕркелесе ирттернĕ. Асăннă ăмăртусене Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ сывлăх кунне халалланă. Пухăннă спортсменсене саламланă май, Михаил Игнатьев иртнĕ çул спорт енĕпе курăмлă мероприятисем ирттерни çинчен чарăнса тăнă. «Пире пурсăмăра та спорт патне туртăнни çыхăнтарса тăрать. Шăпах та ĕнтĕ, 2014 çулта иртекен XXII хĕллехи Олимп вăййисен çулăмĕн эстафетине çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерни, спорта аталантарас енĕпе Раççейри чи вăйлă спортпа туслă регион ятне çĕнсе илни – çаксем пĕтĕмпех çирĕплетсе параççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Спорта юратакансене лайăх кăмăл, çӳллĕ шайри кăтартусене çĕнсе илме халалланă. Раштав чупăвне кам хутшăнас текенсем пур те чупса хăйсен кăмăлне тултарнă. Хĕрарăмсем хушшинче Шупашкарта пурăнакан биатлонист Татьяна Семенова чи лайăх кăтарту кăтартнă, вăл нумаях пулмасть Италире иртнĕ Универсиадăра ылтăн тата икĕ пăхăр медале тивĕçнĕ пулнă. Арçынсем хушшинче чи хăвăрт чупаканни Александр Иванов - Шупашкарти СДЮСШОР №2  Олимп резервĕсен училищинче хăйĕн ăсталăхне туптать.   Ăмăртусенче тĕрлĕ шайри ушкăнсенче хĕрарăмсем тата арçынсем хушшинче чи вăйлă та хăвăрт чупакансене тупса палăртнă. Мала тухнисем парнесемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ сывлăх кунне ирттернĕ май, Чăваш Енре пур хуласемпе районсенче те тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем пулнă. Çак кун стадионсемпе тĕрлĕ спор учрежденийĕсенче спортăн пур енĕпе те ăмăртусем иртнĕ, тата вĕсем çитменнине пур те тӳлевсĕр иртнĕ. Ытларах физкультурăпа спорт комплексĕсенче районсемпе хуласенче волейбол, баскетбол, мини-футбол, шашкă-шахмат, çемьепе ăмăртусем иртнĕ. Иртен пуçласа каç кӳлĕмченех бассейнсем спорт комплексĕсекнче халăхпа туллиех пулнă. Тĕплĕнрех



09 января 2014
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter