Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче пулнă

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш патшалăхĕн культурăпа ӳнер институтĕнче вĕренекен студентсемпе тĕл пулнă.  Асăннă институтра вĕренекенсем 11 специальноçе алла илме пултараççĕ. Михаил Игнатьев театр залне, вĕренмелли корпусне, апатлантармалли тата спортзал уйрăмĕсене, институтăн общежитине кĕрсе çаврăннă. Хыççăн республика Пуçлăхĕ студентсемпе, вузăн педагогика коллективĕпе курнăçнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин культура министрĕпе Вадим Ефимов тата Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Михаил Игнатьев студентсемпе преподавательсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, кăçалхи çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулни çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçе хутшăнма сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ культура тытăмĕнче тимлекенсем валли уйрăмах пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттерни пирки асăннă. Культурăна аталантарма хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ хатĕрсем туянни,  асăннă тытăмра ĕçлекенсен шалу укçин виçине ӳстерсе пыни – çаксем пĕтĕмпех çирĕплетсе параççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене те çийĕнчех татса пани курăмлă. Калăпăр, институтăн пурлăхпа техника базине, ăна хальхи пурнăçпа тан çĕнетсе ылмаштарса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ирина Медведева - Чăваш патшалăхĕн культурăпа ӳнер институчĕн ректорĕ пĕлтернĕ тăрăх, институт культура учрежденийĕсемпе тачĕ çыхăну тытса ĕçлесе пынине асăннă. Вĕренсе тухакансенчен 90 проценчĕ культура учрежденийĕсене ĕçлеме вырнаçни паха. 13 çул хушшинче Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсем валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесе кăларнине палăртнă. Михаил Игнатьев студентсене канăçсĕрлетекен ыйтусем çине хурав панă. Юлашкинчен, пухăннисем умĕнче республика Пуçлăхĕ культура кафедрин ертӳçине – профессорне Алевтина Васильевна Сергеевнăна пысăк витĕм кӳрсе ĕçленишĕн Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



09 января 2014
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter