Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе тĕл пулнă

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе тĕл пулнă. Калаçура çĕнĕ çулта уявсенче пулса иртнĕ лару-тăрусене сӳтсе явнă. Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов кăрлач уйăхĕн 1-8 кунĕсенче пурĕ 1600 полицейский ĕçленине асăннă. Вĕсем тачă çыхăнса ĕçленине кура, кăçалхи çулта уявсенче административлă майпа никама та явап тыттарманнине, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине каланă.  Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов Çĕнĕ çул уявĕсенче пурĕ 22 пушар тухнине, вĕсенче 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пирки каланă. Инкексен ытларах сăлтавĕ электричество приборĕсемпе кирлĕ пек пĕлсе усă курманни, кăмакасем юсавсăр пулни, эрех-сăрапа алхаснине пула, чĕлĕм туртса пушарсем тухнине асăннă. Шывсен объекчĕсенче тата пиротехникăна пула инкексем пĕр тĕслĕх те пулманнине пĕлтернĕ. «Эпир çавăн пек Раççей Федерацийĕнчи субъектсем шутне кĕнĕ, ăçта пушар асăннă сăлтавсемпе сахал пулнă. Профилактика ĕçне кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ирттерни куç кĕретех», - тесе палăртнă Станислав Антонов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен культура шайĕ ӳссех пыни сисĕннине каланă. Халăх хăйсен çывăх çыннисемшĕн пысăк яваплăха туйни те савăнтарать. Михаил Игнатьев пухăннисене пурне те эффективлă ĕçлесе пынишĕн чĕререн тав тунă. Тĕплĕнрех



09 января 2014
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter