Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейре пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли юхăма хута ярассипе Мускавра ирттернĕ Обществăлла канаш ларвĕн ĕçне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейре пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли юхăма хута ярассипе Мускавра ирттернĕ Обществăлла канаш ларвĕн ĕçне хутшăннă.  Ăна «РЖД» АУО йĕркеленĕ. Ĕçлĕ ларăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата «РЖД» АУО вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă. «Мускав-Хусан» çулĕпе иртсе çӳретмелли чукун çул ыйтăвĕ пирки канашланă. Пуласлăхри строительствăпа çыхăннă ыйтсем пирки те калаçнă. Пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли чукун çул магистралĕ «Мускав – Хусан – Екатеринбург» ыйтăвĕ те пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хутшăннă. Ларăва уçнă май, Александр Жуков ВСМ строительство ĕçне йĕркелесе ярсан, çĕр-шыв экономикишĕн питĕ вăйлă фактор пулса тăнине асăннă. Ăна пула çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ технологие аталантарса пыма витĕм кӳрессине, налогсем пухăнассипе те аван ĕçсем пулса пырассине каланă. «Проекта пурнăçа кĕртессине çăмăлах мар бюджет тапхăрĕнче пуçларăмăр. Çапах та проекта ĕçе кĕртни, уйрăм инвестицисем явăçтарма меллĕ», - тесе каланă РФ Патшалăх Думин вице-спикерĕ. «Мускав – Хусан – Екатеринбург» ВСМ Раççейри чи пĕлтерĕшлĕ пуласлăхлă проект пулнине асăнса хăварнă  Александр Мишарин.  «Мускав-Хусан» чукун çул Федерацийĕн 7 субъектне çыхăнтарĕ. Ăçта, трасса иртсе каять, çав регионсен бюджечĕсем хушма 887 млрд. тенкĕ  илĕç. Чăваш Ен «Мускав-Хусан» ВСМ ĕçне йĕркелесе ярассипе 2020 çул тĕлне 20 млрд. тенкĕ патнелле илме пултарĕ, 2030 çул тĕлне хушма 43 млрд. ытла илĕ. Чăваш Ен территорийĕнче Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем тăрăх иртсе каянан 118 çухрăмри трасса çинче  куçса лармалли икĕ вырăн хатăрлеме палăртнă. Пĕри – Шупашкар районĕнче, тепри Етĕрне районĕнче пулĕ. ВСМ Шупашкарти станцийĕ хула çывăхĕнчех вырнаçĕ. Паянхи кун тĕлне, Чăваш Ен территорийĕнче иртсе каймаллин çул ĕçĕн схемине, малашнехи тапхăрта инженерипе ĕç проектне хатĕрлес ĕç пырать. Тĕплĕнрех



01 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter