Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ, хӑйсен паха опытне тата пурнӑҫри ӑсне ҫамрӑксене паракан аслӑ ӑру ҫыннисем ҫине патшалӑх уйрӑмах тимлӗн пӑхнине ҫирӗплетсе парать.

Ватӑ ҫынсене пурӑнма лайӑх майсем тӑвасси – власть органӗсемпе обществӑн тӗп тӗллевӗ. Чӑваш Республикинче ӑна пурнӑҫлассишӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Халӑхӑн  социаллӑ ыйтӑвӗсене  тивӗҫтерекен нумай профильлӗ учрежденисен тытӑмӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑсене кирлӗ пек пулӑшу пама май парать, ҫавнашкал пулӑшу ӗҫӗсен йышӗ тӑтӑшах анлӑланать. 2014 ҫулта республикӑри социаллӑ сферӑна аталантарма 6,5 миллиард тенкӗ яма палӑртнӑ.

«Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ят туса хурасси ҫинчен йышӑну ҫирӗплетнӗрен ӗҫ стажне кура Чӑваш Енри 25 пин ытла пенсионер хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе хакланине курса ӗненнӗ тата ветеран удостоверенийӗпе пӗрле социаллӑ ҫӑмӑллӑх илмелли правӑна тивӗҫнӗ.

Пирӗн пенсионерсемпе ветерансем пурнӑҫри хастарлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ спорт тата общество мероприятийӗсем йӗркелесе ирттереҫҫӗ тата унта йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Республика команди кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ Раҫҫейри пенсионерсен пӗрремӗш спартакиадинче ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗ. Чӑваш Енри 60 ҫултан аслӑрах ӳсӗмри 12 пине яхӑн ҫын спортпа тӑтӑшах ҫыхӑну тытать, ҫакӑ пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерме пулӑшать – 2011 ҫултан тытӑнса 2013 ҫулччен республикӑра ку кӑтарту икӗ ҫула ҫити пысӑкланнӑ. 

Хаклӑ ветерансем! Сирӗн пурнӑҫри опытӑр, кӑмӑл-сипет тата этеплӗх принципӗсем, чун тараватлӑхӗпе тарӑн ӑсӑр паянхи ҫамрӑксене пурнӑҫа лайӑхрах пӗлсе ҫитме, ырӑ ӗҫсем тума, обществӑна усӑ кӳме пулӑшаҫҫӗ.

Сире пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, лайӑх кӑмӑл тата, паллах, хӑвӑрӑн тӑванӑрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсен юратӑвӗпе тимлӗхне туллин туйма сунатӑп!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                М. Игнатьев



01 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter