Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă указсемпе йышăннă индикаторсене Чăваш Республики пĕтĕмпех кирлĕ пек туллин пурнăçласа пынине палăртнă. Федераци бюджетĕнчен вăхăтра укçа куçса пынине кура, Чăваш Республики социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçре эффективлăха туйса пырса ĕçлени куç кĕретех. 2013 çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрпа танлаштарсан, кăçалхи çул çак палăртнă вăхăтра республика бюджечĕн харпăрхăй тупăшĕ 3,6 процент чухлĕ ӳсни паха. Кăçалхи çул тата кăрлач-çурла уйăхĕсене илес пулсан налуксенчен бюджета пухăнакан укçа-тенкĕн калăпăшĕ 4,3 процент ытла пуçтарăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăтарусем чăннипех те ӳсĕмлĕ. Чăваш Республики харпăрхăй бюджет тупăшĕнне кура, 2013 çулта патшалăх умĕнчи парăмсене 48,2 процент чухлĕ чакарма май килнĕ. (2012 çулта – 54,7 процент чухлĕ). Тĕл пулу вăхăтĕнче кредитсемпе çыхăннă ыйтусем пирки те канашланă. «Пирĕн чăнласах та, Раççей Федерацийĕн Финанс министерствипе килĕшсе ĕçлесси пĕр тан пурнăçланса пырать. Эпир, яланах пулăшăва вăхăтра илсе пыратпăр. Паянхи тĕл пулура та,  Антон Германович Силуановпа малашнехи тапхăрта аталаса пымалли çул-йĕрĕсем пирки сӳтсе яврăмăр. Вăл шутрах хушма пулăшу илесси пирки те калаçу пулчĕ.  Кăçалхи çула Чăваш Республикине 0,1 процентлă бюджет кредитне уйăрасси пирки  йышăну тунă», - тесе каланă, Министрпа тĕл пулу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Тĕплĕнрех



01 октября 2014
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter