Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕн ĕçне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференци ĕçне хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем - физкультурăпа спорт аталанăвĕн тĕрлĕ ыйтăвне халалланă: («ГТО») «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплексне çĕнĕрен чĕртесси, паянхи Раççейе çакă мĕн тума кирлĕ? Малашнехи ĕç планĕсене пăхса тухасси тата чи пĕлтерĕшлĕ ыйту – Шупашкарта «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттернин ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухасси пулнă. Конференцие пухăннисем актуаллă ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. «ГТО» комплексне  РФ субъекчĕсенче çĕнĕрен чĕртесси пирки тĕплĕн канашланă. Пуçтарăннисем ГТО комплексне пурнăçа кĕртсен халăха ытларах спорта явăçтарма пулăшнине асăнса хăварнă. Çынсене физкультурăпа спорта ытларах кăмăллама пулăшасси пирки каланă. РФ спорт Министрĕ Виталий Мутко хăйĕн сăмахĕнче ГТО комплексне чĕртсе ярассине халăх хăй ыйтнине  палăртнă. 2006 çултан пуçласа çĕр-шывра халăх хушшинче массăлла спорта сарассипе ĕçсем куç кĕретех аван пурнăçланса пыраççĕ. Çакнашкал ĕçсене йĕркелесе ирттерни спортри çитĕнӳсене ытларах пурнăçлама пулăшнине каланă. Çакнашкал ыйтăва татса пани Паралимп тата Олимп вăййисенче, тĕнче чемпионатĕнче те Раççей спорт çăлтăрĕсем тĕлĕнмелле пысăк çитĕнӳ туни пурне те савăнтарать. Виталий Мутко резерв хатĕрлемелли ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Вăл çавăн пекех, Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăçлама сĕнсе хăварнă. Калăпăр, 2020 çул тĕлне çамрăксенчен 80 проценчĕ спорта çывăх пулмаллине, халăхсем хушшинче спорта куллен çӳрекенсен хисепĕ 40 процента çитмеллине аса илсе хăварнă. Пур пĕрех Раççейри кашни регионтах куллен çӳремелли спорт тĕсĕсем пулмалла. Олимп спорт тĕсĕсемпе вăйлăрах аталанса пыма, спорт шкулĕсенче пурлăхпа техника бази çителĕклĕ пулмаллине те каланă.

Тĕплĕнрех



10 октября 2014
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter