Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта лаша спорчĕпе аталанмалли ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçнă

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта лаша спорчĕпе аталанмалли ачасемпе çамрăксен спорт шкулне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, лашапа ăмăртас енĕпе аталанмалли  спорт шкулне, 2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе федерацийĕн тллевлĕ программипе килĕшӳллĕн хута янине асăнса хăварнă. Спорт объекчĕн строительство ĕçне 108,5 млн. тенкĕ тăкланнине асăннă. Укçа-тенкĕ паллах Федераци тата республика хыснинчен те куçнă.  «Эсир, хăвăр куçпа курса ĕненме пултартăр. Чăннипех те Раççей Спорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçлени куç кĕретех. Пĕрле йышăнса хăварнă пректсем пурнăçа кĕрсе пыни пурне те савăнтарать. Асăннă учреждение ятарласа ачасене валли халалласа хăпартса лартнă. Мĕн пĕчĕкрен лашана юратса çитĕнни, пурнăç çине урăхла  куçпа пăхма пулăшать, çитĕнӳсем пурнăçра туса пыма пулăшаççĕ. Çак ачасем пурнăç çине урăхла пăхма тытăнаççĕ.  Кăтартусем те лайăхланса пырасси куç кĕретех. Шкулта та япăхрах вĕреннĕ пулсан, вĕсене лайăх паллăсемпе вĕренсе пыма хистеççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре икĕ çул каялла пулни пирки аса илнĕ. Ун чухне вăл манеж хута яма пулăшасси пирки шантарнă пулнă. «Паян, çак кĕтнĕ куна пур те кĕтсе илчĕç, ачасемпе аслисен ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç. Раççей пĕрлештернĕ ушкăнне кĕме,  спортăн çак тĕсĕпе аталанса пырса çитĕнӳсем кăтартма мĕн кирли çителĕклĕ таран. Кăçалхи çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен шкула çӳрекен ачасен йышĕ ӳссе пыни те паха.  Ăнланатпăр, енчен те лашапа чупса ăмăртмалли  тĕнче шайĕнчи спорта тухас пулсан, çак лашасене илсе çӳретме ятарлă пурлăх бази те пулмалла. Ыйтăва татса пама тăрăшăпăр. Министерство хăй енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех пулăшĕ, анчах та çамрăксен те пуçаруллă та спортпа питĕ туслă пулса çитĕнӳсем тума вăй хума тивĕ», - тесе çирĕппĕн каланă Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко.   Тĕплĕнрех



10 октября 2014
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter