Шупашкарта иртнĕ «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт Форумне пĕтĕмлетнĕ

 Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт Форумĕн пленар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне хутшăннă. Асăннă мероприятие Шупашкарти Самбо керменĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Форум ĕçне Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ пĕтĕмлетӳ тунă, мероприяте Чăваш Енре питĕ пысăк шайра йĕркелесе ирттерни çинчен каласа хăварнă. «Пирĕн чăнласах  нумай мероприяти пулса иртрĕ. Эпир сирĕнпе çакăн пек тытăмра вăй хуратпăр, ăçта эпир йĕркелесе ирттернĕ ĕç, питĕ яваплăха туйса вăй хума хистет», - тесе çирĕппĕн каланă Виталий Мутко, сăмаха май пухăннă спорт тытăмĕнче тимлекенсене пурне те çакăн пек пысăк мерпориятие, Форума йĕркелесе ирттерсе яма витĕм кӳнишĕн чĕререн тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Енре спортăн 12 тĕсĕпе лайăх аталанса пынине каланă. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – массăлла спорта аталантарасси, спорт резервне хатĕрлесси, çĕр-шыв командисене кĕрсе пысăк çитĕнӳсем тăвасси, ăмăртусенче çĕнтерсе тăван çĕр-шыв чысне хӳтлесси», - тесе уççăмăнах каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Вăл çавăн пекех çулсеренех спорт юхăмне кĕрекенсен хисепĕ ӳссех пыни пирки те асăннă. «Чăваш Енре куллен спорта çӳрекенсен хисепĕ 36 процентпа танлашать. 2017 çул тĕлне кашни çынран иккĕмĕшĕ спорта çӳретĕр тесе тĕллев лартатпăр. Юлашки çулсенче, паллах сахал мар спорт тытăмне вăйлатассипе ĕçсем йĕркеленĕ. Республикăри мĕн пур хуласемпе районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсене хута янă. Пĕтĕмпе 50 объект çĕнĕрен çĕклесе лартнă», - тесе уççăммăн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Форум ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, пухăннисене, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре хастар пулнисене, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса хисеп тунă. 2013 çулта иртнĕ Хусанта Пĕтĕм тĕнчери XXVII Çуллахи универсиадăн паллă медалĕпе, Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Республикин спорт министрне Сергей Мельникова парса чысланă. Кăкăр çине çакмалли наградăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, волейбол федерацийĕн вице-президенчĕ Юрий Кислова парса хисеп тунă. Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе йĕркелессипе смотр-конкурсра çĕнтерсе, РФ субъекчĕсем хушшинче иккĕмĕш хисеплĕ вырăна тухнă ятпа, çак кун, Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Кубокне тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех



11 октября 2014
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter