Раççей спорт Министрĕпе Виталий Муткопа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрле «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери Форума халалласа пресс-конференци ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей спорт Министрĕпе Виталий Муткопа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрле «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери Форума халалласа пресс-конференци ирттернĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко форум ĕçне йĕркеленĕ чухне пурĕ трлĕ енлĕ 20 мероприяти ирттерни пирки асăннă. Паллă пулăм ĕçне 3 пине яхăн хăна килсе çитнине палăртнă. «Чип пахи, çак Форума, эпир тĕнчери паллă спорт организацисен ертӳçисене йыхравлама пултартăмăр. Вĕсемпе пирĕн çитес вăхăтрах тата та пысăк мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртмалла», - тесе каланă Раççей спорт Министрĕ.  Ку хутĕнче те пухăннисем умĕнче, çакăн пек сумлă мероприятие Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Чăваш Енре йĕркелесе иртермелли çинчен ăнсăртран палăртманнине каланă. «Эпир чăнласах та питĕ вăйлă региона суйласа палăртрăмăр. Вăхăтпа усă курса, тепĕр хут хам енчен, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Правительство ертӳлĕхне, республикăри мĕн пур халăха, ырă кăмăлпа кĕтсе илнишĕн чĕререн тав тăватăп. Мероприятисене йĕркелесе ирттерме пур май та çителĕклĕ таран пулчĕ. Сирĕн пуян та паха опыт - пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Чăннипех те регионта физкультурăпа спорта аталантарассипе сахал мар ĕçсем йĕркеленĕ. Спор объекчĕсем куллен çĕкленсе ларни – пурин кăмăлне те çĕклесе савăнтарса ярать. Сирĕн тăрăхра спорта çӳрес текенсен хисепĕ куç кĕретех ӳссе пыни те паха. Форума Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсе çитрĕ. Пурĕ РФ 85 регионĕнчен хăнасем пуçтарăннă. Паллă мероприяти пурсăмăра та пĕрлештерсе тăрать.  Паллах, ку та чи кирли.  Нумай чĕлхеллĕ халăх хар тăрса спорта тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир, пурсăмăр та пĕр пек шухăшлатпăр, пĕр пек тĕллевсем лартатпăр. Пирĕн хушăмăрта нимĕнле тавлашусем те çук. Раççей – спорт çĕр-шывĕ пулса тăчĕ. Камсене эпир спорт уявне чĕннĕ, вĕсем пур те килсе çитнĕ. Хирĕçлес текенсем пулман», - тесе çирĕппĕн палăртнă хăй шухăшне РФ спорт Министрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çĕр-шыв ертӳлĕхе пире шанса çакăн пек мероприятие ирттерме ирĕк панишĕн тав тунă. Ку, чăнласах та питĕ пысăк хисеп. Чăваш Ен çĕрĕ çине килсе çитнĕ хăнасене пурне те тав. «Малашне те, эпир Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи мероприятисене йĕркелесе ирттерме яланах хатĕр», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



11 октября 2014
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter