Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей федерацийĕн халăх артисчĕпе Филипп Киркоровпа тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей федерацийĕн халăх артисчĕпе Филипп Киркоровпа тĕл пулнă.  Паллă хăна Чăваш Республикине «Другой» ятлă шоу-программăпа килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ паллă юрăçа чăваш çĕрĕ çинче сума сунса кĕтсе илнĕ, сăмаха май, унăн ятарлă концерчĕ, шăпах Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе тӳр килнине асăннă. «Мĕн пур пурăнакансенчен 42проценчĕ ялсенче пурăнать. Эсир пирĕн региона килсе çитни, аграри тытăмĕнче тимлекенсемшĕн, чăнласах та пысăк парне пулĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Филипп Киркорова республикăра юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунăсенче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум иртни пирки каласа кăтартнă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хутшăннине асăннă. Пухăннă хăнасем Чăваш Енре иртнĕ паллă мероприяти питĕ пысăк шайра иртсе кайнине, пĕр харăссăн ырăпа каласа хăварнине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Филипп Киркоров хăйĕн енчен, пухăнакан çынсене валли питĕ пысăк концерт йĕркелесе парасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă. Тĕплĕнрех



12 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter