Чăваш Ен «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн ĕçне пĕтĕмлетет

 Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери  спорт форумĕн ĕçне сӳтсе явнă. Форума йĕркелесе ирттернĕ пулăма ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене килсе çитнĕ пулнă. Мероприятие Раççей Федерацийĕн 81 субъектĕнчен, тĕнчери 20 çĕр-шывран представительсем пуçтарăннă.  Пурĕ палăртнă форума хутшăнас текен хăнасем 2767 çын килсе çитнĕ. Вĕсен хисепĕнче – Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи И. Левитин, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ А. Дворкович,  Пĕтĕм тĕнчери федерацийĕн Олимп комитечĕн членĕсем:  А. Жуков, А. Попов, В. Смирнов, Ш.Тарпищев,  Пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн президенчĕ (FIDE)  К. Илюмжинов,   Европа конфедераци стрелкин президенчĕ В. Лисин, Пĕтĕм тĕнчери фехтовани федерацийĕн президенчĕ А. Усманов,  РФ студентсен  спорт пĕрлешĕвĕн президенчĕ О. Матыцин, çăмăл атлетикăпа федераци президенчĕ В.Балахничев, художествăлла гимнастика енĕпе Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ И. Винер-Усманова,  паллă спортсменсем (Олимп чемпионĕсем 50 çын патнелле), паллă политика ĕçчешĕсем, спорта  йĕркелесе ертсе пыракансем килсе çитнĕ. Форум ирттернĕ май, ĕçлĕ мероприятисем -18, республикăра анлă сарăлнă çăмăл атлетикăпа, хĕрсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе, гимнастикăпа, сĕтел çи тенниспа, триатлон, самбо, пăр çинче ярăнассипе спорт общественноçĕпе 8 мастер-класс йĕркеленĕ. Мастер-классенче пурĕ 400 специалист патнелле хутшăнса хăйсен ăсталăхне туптама пултарнă, вĕсенчен 170-шĕ Чăваш Енрен, ыттисем çĕр-шыври 19 регионтан. Икĕ кун хушшинче иртнĕ мероприятие хутшăннисем квалификацие ӳстерни çинчен сертификатсем илме пултарнă. Тĕп хулари Хĕрлĕ тӳремре спортсменсем, спорта юратакансем хуçаланнă вăхăтра Республика лапамĕнче спортпа çыхăннă Пĕтĕм тĕнчери куравсемпе экспозицисем ĕçленĕ. "Спорт литератури, пресса тата мультимедиа" курава "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум ирттерме тытăнсан йĕркеленĕ. Çапла майпа асăннă профильпе ĕçлекен тĕнчери издательствăсем, мультимедиа хатĕрĕсем тата Интернет çăл куçĕсем хăйсен продукцийĕсене анлăн пропагандăланă. «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спор форумĕн пĕрремĕш кунĕ хула çыннисем «çăлтăрпа» ирхи зарядка тунинчен пуçланнă. Ăна Раççей телекуравĕн паллă, сумлă спорт комментаторĕсенчен пĕри Дмитрий Губерниев зарядка ирттерĕ. Асăннă мероприятие 5 пине яхăн çын хутшăннă. Хыççăн пухăннисемпе пĕрле ытти спорта кăмăл тăвакансем 30 пине яхăн çын çуран утма старта тухнă. ГТО комплексĕн нормативĕсене лартма хулари «Спартак» стадиона республикăри хуласемпе районсенчен 1100 çын килсе çитнĕ.  Шупашкарти тĕп урамра спорт федерацийĕсем 30 яхăн ытла куравсем тăратнă. Шупашкар хула Пуçлăхĕ  Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче, форумăн тĕп тĕллевĕ – ытларах халăха спорта явăçтарасси пулнине асăннă. Хулара 65 пин çын форума хутшăннă, спорт уявĕн хăнисем 30 пин шкул ачисем пулнă. Форум ĕçне çутатса пама Чăваш Ене РФ регионĕсенчен 100 яхăн журналист килсе çитнĕ. Унсăр пуçне вырăнти журналистсем 100-ĕн пулнă. ВГТРКра тимлекен 60 çын Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне тӳрĕ эфирта кăларса панă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе йĕркелӳçĕсене, форума хутшăннисене, спонсорсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса лайăх ĕçленишĕн тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2014 çулхи 9 уйăхри ĕç кăтартăвсем пирки чарăнса тăнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх еплерех аталанса пынин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Юлашки çулсенче, уйрăмах паллă тытăмри предпринимательсене пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕçсем йĕркеленине асăннă. Пĕлтĕрхи кăтарупа илсен, кăçал 1,5 хут ытларах республика бюджетĕнчен вĕсене валли пулăшу куçарнине палăртнă. Республикăри 574 бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем – финанс тĕлĕшĕнчен пурĕ 436,3 пин тенкĕллĕх пулăшу илнĕ. Консультаципе право ĕçĕнче те сахал мар витĕм кӳни куç кĕретех. Мĕн-пур кирлĕ пек программăсемпе ĕçлесе пынине кура, 9058 ĕç вырăнне упраса хăварма май килнĕ, çĕнĕрен ĕç вырăнĕсене 884 йĕркелеме пултарнă. Пĕчĕк тата вăтам бизесра вăй хуракансем сал мар налук тӳлеççĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 2014 çулра – 2,1 млрд  тенкĕ пуçтарăннă. Ытти çулхисемпе танлаштарсан  нумаях ӳссе пыни те савăнтарать. РФ çар ретне яшсене тăратасси енĕпе ĕçсем еплерех пурнăçланса пыни пирки Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тĕплĕн каласа кăтартнă.  РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Ен çар ретне тăратма чĕнӳ пуçланнă. Кăçалхи çул яшсене 1204 çынна  çар ретне ăсатма тивĕ.  Чăваш Республикинчи Çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, халлĕхе палăртнă кăтартуран, 269 яша салтака ăсатма та ĕлкĕрнĕ.



13 октября 2014
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter