Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне активлă хутшăннă ентешсене торжествăлла майпа саламланă

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне активлă хутшăннă ентешсене торжествăлла майпа «Mega Galaxy»  центрĕнче саламланă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн саламĕнче, волонтерсем, шкул ачисем, студентсемпе вĕренӳ тытăмĕнче вăй хуракансем, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Раççей Федерацийĕн спортпа культура пурнăçĕшĕн çутă пулăм пулса тăнă мероприятие хастар кӳлĕннишĕн тав  тунă. «Чăваш Ен тата унăн тĕп хули Шупашкар хăйĕн ырă кăмăллă чунĕпе чăнласах та пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăчĕ. Пысăк хак пани, спорт пулăмĕсене малашне те йĕркелесе ирттерме чун хăвачĕ пачĕ. Çакнашкал хисеп, эпир пурсăмăр та пĕр-пĕринпе тачă та килĕшӳллĕн ĕçлесе пынине кура пурнăçланчĕ. Пирĕнтен кашни хăйĕн хĕрӳллĕхĕпе пĕрне-пĕри чĕртсе яма пултарчĕ. Хамăр ăва лартнă пул тĕллеве те туллин пурнăçларăмăр. Ку чи пахи! Эсир,  Раççей пуласлăхĕ!», - тесе уççăмăн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене, алла çыхмалли сехете Форумра хастар ĕçленисене парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех



14 октября 2014
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter