Паян Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăри аякра вырнаçнă хуласемпе районсене, ял тăрăхĕсене çитсе, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусе çине хурав парĕç. Предприятисенче, организацисенче ĕç коллективĕсемпе курнăçса вĕсен ыйтăвĕсене хуравлĕç. Тĕл пулусенче сӳтсе явмалли тĕп ыйтусем: 2015 çулăн Чăваш Республикин бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем тата çавăн пекех 2016, 2017 çулсем валли бюджета планпа пăхса хăвармалли ыйтусем тавра, Чăваш Енре «Раççей – спорт  çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ спорт форумĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки те канашлĕç. Ку хутĕнче те яланхи пекех, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту та кун йĕркинче пулĕ. Çулсем çинче пулакан инкексем, пушартан сыхланас ыйтусем пирки те калаçĕç. Информаци ушкăнĕсен ертӳçисем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăну ирттерме палăртнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусене хурав парĕç.



15 октября 2014
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter