Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Инвестици климăтне лайăхлатассипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Инвестици климăтне лайăхлатассипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климатне пăхса тăракан Наци рейтингне хутшăннине асăннă. Палăртнă рейтинга стратегийлĕ пуçарусен Агенстви йĕркелесе пырать. Малашне те инвесторсене патшалăх пулăшăвĕн эффективлăхне ӳстерсси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. «Чăваш Ен – экономика енчен ăнăçлă аталанакан регион. Социаллă политика енчен те тăнăçлă. Инвестици хывакансен нимĕн иккеленмесĕрех ĕçлеме пур май та пур. Пирĕн, пурсăмăрăн та пĕр тĕллев -  мĕн пур çитĕнӳсене упраса хăварма пĕлесси, малалла ăнтăлса Чăваш Енĕн паха климатне тытса пырасси.  Предпринимательсене валли кирлĕ пек условисене йĕркелесе парасси», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Канашлура çавăн пекех çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăра промышленноç, ял хуçалăхĕпе строительство тытăмĕсенче ӳсĕм куç кĕретех пуласси пирки асăннă тупăшсен пайĕ 3,5 процент чухлĕ ӳсессине шантарать. «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума Чăваш Енре ирттернин ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк хак пани пурин кăмăлне те хавхалантарса янă. Республика Пуçлăхĕ çак çав тери пысăк мероприятие Форума йĕркелеме пулăшнă мĕн-пур çынна чĕререн тав тунă. «Кĕске вăхăт хушшинче хулана кирлĕ пек тирпейлесе çитерсе хăнасене кĕтсе илме пултартăмăр. Хамăр ăва лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех туллин пурнăçларăмăр, нумай укçа-тенкĕ тăкакламасăрах лайăх ĕçпе курăнтăмăр. Пирĕн пата килнĕ пур хăна та Чăваш Енĕн ырă кăмăллă çыннисем пирки лайăхпа çеç аса илеççĕ. Малашлăхра тата та пысăк мероприятисем пулĕç. Çавăнпа та вĕсене те кирлĕ пек ирттерсе яма тăрăшмалла», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Ен экономика министрĕ Владимир Аврелькин регионсенче инвестици климатне пăхса тăракан Нацилле рейтинга çирĕплетнĕ методологийĕ пирки чарăнса тăнă. Малтанласа палăртнă кăтартăвăн паллисем пирки каласа хăварнă. Министр юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мускавра Китай тата Раççей Правительстви ĕçлĕ тĕл пулу ирттернине каланă. Ĕçлĕ тĕл пулура «Корпорация развития Чувашской Республики» АУОпа «Сычуаньская экспортно-импортная компания» СИЛИН ООО хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Палăртса хунă ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕпе Чăваш Ен территорийĕнче агропарк йĕркелеме, ял хуçалăх комплексне аталантама тĕллев лартнă. Вĕсен проекчĕсем Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Шупашкар районĕсенче пурнăçа кĕрĕç. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов пуласлăхра Атăл тăрăхĕнче туризм инфратытăмне аталантарса пырасси пирки чарăнса тăнă. Ăна валли виçĕ проект хатĕрлесе те хунă. Ĕçе пуçарас текенсем: «Престиж», «Волжский эксклюзив» и «Фарватер».  Канашлура «Стромон-Китр» ООО директорĕ Юрий Ковалев, «Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» АНО мониторингне хатĕрлекен экспертсен ушкăнĕн  ертӳçи Владислав Семенов, «Раççей перекет банкĕ» АУО 8613№-лĕ Чăваш Енри уйрăмĕн   ертӳçи Юрий Бычковский  тухса калаçнă. «Агрохолдинг «Юрма» ООО, «СУОР» Агрофирма «Ольдеевская» ООО, «Букет Чувашии»  УАО ертӳçисем кредитсене явăçтарса пысăк инвестици проекчĕсене хута ярасси пирки асăннă. Атăл леш енче ĕçсем пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн палăртса хăварнă. Палăртнă лаптăкра газ кĕртесси пирки асăннă. «Газпром» АУО килĕшсе татăлнине кура, ĕç пурнăçланассине каланă, вĕсемех хăйсен енчен тăкакланма палăртнине те каланă. «Çĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ спорт форумĕнче Алексей Миллер хăйĕн сăмахĕнче, Атăл леш енне газ кĕртме 500 млн. тенкĕ куçарма палăртни çинчен хыпара пĕлтернĕ. Унсăр пуçне тата та виçĕ проект Шупашкарта «Газпром» 500 млн. тенкĕллĕх объектсем пурнăçа кĕртме палăртнă. Кун пек кăтартусем, пирĕн республикăна шаннипе пĕтĕмпех çыхăннă. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта кăвак çулăм ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама палăртнă. Енчен те çак асăннă пысăк укçа-тенкĕне «Газпром» пире уйăрса паман пулсан, хамăрăн республика бюджетĕнчен тăкакланма тиветччĕ», - тесе уççăмăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Пухăннисене пурне те инвестицилле проектсене пурнăçа кĕртессипе пурин те хар тăрса ĕçлеме кирлине асăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



15 октября 2014
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter