Шупашкарта Я. Ухсай ячĕллĕ Культура çуртĕнче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне торжествăлла майпа пĕтĕмлетнĕ

 Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Я. Ухсай ячĕллĕ Культура çуртĕнче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш спорт форумне торжествăлла майпа пĕтĕмлетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитнĕ.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен территорийĕнче пысăк калăпăшлă спорт пулăмĕ пулса иртнине асăннă. Асăннă Форум Раççейри спор тытăмĕшĕн, СНГ тата тĕнчери çĕр-шывсемшĕн пысăк  пĕлтерĕшлĕ вырăн йышшăннине каланă. «Раççей Президенчĕ, пухăннă мĕн-пур хăнасем пур те пĕр харăс Чăваш Енре ирттернĕ спорт мероприятине çав тери пысăк хак пани, чăваш халăхĕ ырă кăмăллă пулнине хакласа хăварни, пире татах та вăйлăрах ĕçлеме вăй-хал парать. Кашни мероприятие хутшăннă çын, хăйĕн пурнăçĕнче ырă утăм патне ăнтăлнине нимĕн иккеленсе тăмасăрах çирĕплетсе пама пултарать. Мĕншĕн-ха çакăн пек ĕçсем пулса пыраççĕ? Мĕншĕн тесен, эпир хамăрăн тĕп хуламăра, çĕре юрататпăр.  Сире, çавăншăн пурне те чĕререн тав тăватăп!», - тесе хăрӳллĕ саламланă Михаил Игнатьев. Республика çыннисене хаваспах пур те хастар хутшăннишĕн ырланă. «Ĕçе пиллĕклĕх пурнăçларăмăр», - тесе çирĕппĕн палăртнă Пуçлăх. Мĕн пур иртнĕ спорт форумĕсенчен чи ăнăçли, пирĕн Чăваш Енре иртнĕ тесе каланă сумлă хăнасем. Пухăннисем умĕнче Чăваш Енре малашнехи тапхăрта спорт инфратытăмне еплерех аталантарса пымалли пирки каласа хăварнă. Калăпăр, 2015 çул тĕлне Пăр керменне хута яма палăртнă. Унсăр пуçне тата та ытти спорт оъекчĕсене те хута яма палăртса хунă.  Лаша спортне çӳрекенсен хисепĕ çулсеренех ӳссе пырасине те нимĕн иккелленмесĕрех калама пултаратпăр, ăна каланă пек тата Олимп спорт тĕсĕсен шутне те кĕртнĕ. «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хастар хутшăннисене ЖКХ тытăмĕнче ĕçлекенсем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçре вăй хунишĕн, Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсене илемлĕ юрă ташăпа хăнасене  савăнтарнишĕн чĕререн ырланă.   Тĕплĕнрех



15 октября 2014
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter