Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пӳлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Ку хутĕнче республика Пуçлăхĕ патне 5 çын килнĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Иван Алексеев хăйсен ялĕнче Çамрăксен урамĕнчи электричество çутине  çĕнĕ çуртсем патне илсе çитересси ыйтăва хускатнă. «Сатурн-Строй» ООО подрядлă организаци хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламанни сисĕнет. Асăннă ĕçе вĕсем 2010 çулта пурнăçлама тытăннă пулнă.  Организаци хăй çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннишĕн «Сатурн-Строй» ООО çине республикăри Строительство министерстви Арбитраж судне ĕçе илсе çитернĕ, патшалăх контрактне татма ыйтса çырнă.  Министерство, мĕн палăртни пĕтĕмпех пурнăçа кĕнĕ. 2014 çулта юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне, çĕнĕрен конкурс ирттермелле. Аукцион çĕнтерӳçин объекта вĕçлеме тивĕ. «Пур пуçланă объектсене те эпир вĕçне çитерĕпĕр. Конкурс пулса иртсен, подрядлă организаци ĕçе пĕтĕмпех пурнăçлĕ. Енчен те аукцион пулаймасан, çĕнĕрен конкурса палăртма тивĕ», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Хăй вăхăтĕнче Минпромэнерго ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçисем пур-пĕрех хăйсен тивĕçне туллин пурнăçламанни сисĕнет. Ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслеве илнĕ. Етĕрне районĕнче пурăнакан Валентина Печкурова хăй пурăнакан тăван ялĕнче Уçланкăра, хăçан ФАП хута каяссипе кăсăкланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулта чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче 124-№лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕресси пирки асăннă.  Программăна ял тăрăхĕсенче халăха васкавлă пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас тесе йышăнса хăварнă.  Çитес çулта IV кварталта строительство ĕçне пуçлама палăртса хунă, ăна валли 2,07 млн. тенкĕ те пăхса хăварнине палăртнă. «Хĕл лариччен чи пахи фундамент ярса лартасси. Çакнашкал объектсене 4-5 уйăх хушшинче йĕркелесе хăпартса лартаççĕ. Подрядчиксене пĕтĕмпех тĕрĕслесе тăма шантаратпăр. Енчен ĕçе пурнăçламасан, тӳрех ылмаштарăпăр. Анчах та паян чи кирли – ФАПра кирлĕ пек тӳрĕ кăмăллă  фельдшер çеç ĕçлетĕр», - тесе тӳрремĕн палăртнă Михаил Игнатьев. Валентина Печкурова пахалăхлă таса шыв пирки ыйтăва хускатнă. Тепре чухне ялта шывсем çителĕксĕр пулкаланă тĕслĕхсем  те куç кĕретех. Республика Пуçлăхĕ ыйтăва илтсен, тӳрех Етĕрне администраци пуçлăхĕпе  Владимир Кузьминпа телефонпа çыхăнăва тухнă. Ăна  ыйтăва татса парас тĕлĕшпе, объекта çĕклесе лартма проектпа смета ĕç хутне хатĕрлесе, Чăваш Республикин строительство министерствине тăратма хушнă.  «Ялта пурăнакансене пахалăх енчен лайăх шывпа тивĕçтермелле. Ыйтăва тĕрĕслеве илĕпĕр. Тепĕр тесен, ялта пурăнакансен те çивĕч тĕрĕслесех тăма тивĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Владимир Кузьмин хăйĕн сăмахĕнче шывпа çыхăннă ыйтăва 2015 çулта çурла уйăхĕччен пурнăçланасси пирки асăннă. Шупашкарта пурăнакан  ĕç ветеранĕ Иннокентий Герасимов хулара Социализмла Ĕç Геройĕсен аллейине хунаттарса яма ыйтать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ырă сĕнӳшĕн ветерана чĕререн ырланă. Сăмаха май, РФ Президенчĕ 2013 çулта пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Указ йышăннă пулнă. Асăннă ĕç хучĕ, Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройĕ ятне пама хистет. «Эсир, чăнласах та ырă сĕнӳсем паратăр. Пирĕн çитĕнекен ăрура патриотизмла туйăма вăйлатма пулăшмалла. Ĕç ветеранĕсем пирки çамрăксен яланах пĕлмелле», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова  Ĕç Геройĕсен аллейине йĕркелеме хулара ятарлă вырăн хатĕрлеме хушнă. Канаш хулинчи ачасен музыка шкулĕн директорĕ республика ертӳлĕхне хулара учительсен хорне çĕнĕрен йĕркелесе  яма витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Вĕсем çитменнине Культура çулталăкне халалласа, йĕркеленĕ учительсен хорĕ конкурсра çĕнтерӳçĕ ятне те тивĕçнĕ. Çакнашкал конкурссене  шкул ачисем хушшинче те йĕркелеме ыйтнă. «Чи малтанах ăмăртусене шкулсем, каярах районсемпе хуласем, юлашкинчен вара республика шайĕнче те йĕркелесе ирттерсен вырăнлă пулĕччĕ», - тенĕ Канашри музыка шкулнĕн ертӳçи. Чăваш Ен Пуçлăхĕ шухăша ырланă. Чăваш халăхĕн пуянлăхĕ - наци культури пулнине асăннă. Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан Атайкасси шкулĕнче спорт залне юсав ĕçĕсем йĕркелеме Надежда Щербакова ыйтать. Хумхантаракан ыйтăва татса пама шантарнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Асăннă шкулта вĕренекен ачасем тăтăшах спорт мероприятийĕсене хутшăнса, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçеççĕ. Тĕплĕнрех



15 октября 2014
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter