«Çамрăк вĕрентекенсен шкулĕ» çĕнĕ проект Чăваш Енре пурнăçа кĕчĕ

 Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çамрăк педагогсен шкулĕ республикăра уçăлнă ячĕпе йĕркелесе ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятинче унпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пулнă. Республика Пуçлăхĕ нумаях пулмасть аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă çамрăк учительсене çакăн пек хисеплĕ профессие алла илнишĕн тав тунă. «Эсир пултаруллă та ăста çынсем, Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем. Сирĕнтен кашни, тĕллевсене пурăçлама тăрăшать. Ачасене пĕлӳ парас ĕçре яваплăха туйса, мĕн кирлине пĕтм чунтан вĕрентсе, пысăк тавра курăмлă çын тума тăрăшатăр. Хăвăр чунна шеллемесĕр, пĕтĕмпех ачасемшĕн паратăр», - тесе хавхаланса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех пухăннисем умĕнче вĕренӳ тытăмĕн аталанăвĕ пирки чарăнса тăнă. Республикăри шкулсене мĕн пур вĕренӳ тытăмне сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине каланă, республика бюджетĕнчи укçаран пĕрре виççĕмĕш пайĕ çак тытăма куçнине асăннă. "Юлашки çулсенче шкулсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарнă. Пурлăхпа техника бази те çителĕклĕ таран пуянланнă. Ачасене тӳлевсĕр кĕнекесемпе пĕтĕмех тивĕçтернĕ. Шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн пур услови те пур. Чи кирли ачасене тĕпрен лайăх вĕрентсе пырасси, паянхи обществăн тăнăçлăхĕ вĕсенчен сахал мар килет», - тесе уççăммăн палăртнă республика Пуçлăхĕ. Сăмаха май, çамрăк учительсене парса тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕсем çинчен каланă. Калăпăр, çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе илмелли ипотека кредичĕн 20 процентне субсиди мелĕпе пани, каяла парса татмаллин парăмăн виçине 4 процентпа çеç тӳлемелли те çав тери пысăк пулăшу. Çакнашкал ырлăха 425 вĕрентекен туйса илнĕ те. «Эпир чăнласах та малалла ăнтăлатпăр. Политика енчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те – пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - Раççей тата Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ырми-канми тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пырасси», - тесе çирĕппĕн пĕтĕмлетсе каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçре хастар пулнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Вĕсем: Пăрачкав районĕнче шкулта вĕрентекен Марина Архипова, Шупашкарти шкулта ĕçлекен Зоя Данилова, И.А. Кабалина Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе хисепленсе тăракан 11-мĕш шкулта вăй хуракан Надежда Максимова. Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете Кугеçри лицейра тата Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекенсем Елена Перевезенцевăпа  Маргарита Николаева тивĕçлĕ пулнă. Унсăр пуçне, Çĕнĕ Шупашкарта 5-мĕш шкулта нимĕç чĕлхине вĕрентекен Екатерина Владимирова, вăл 2014 çулта – Раççей, Чăваш Енре чи лайăх вĕрентекен хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Ăна сертификат парса сума суннă.  Республикăри шкулсенче пурĕ 9,5 пин вĕрентекен, вĕсенчен 1388-шĕ 35 çула çитменнисем, процентпа илес пулсан 14,6%. Икĕ çултан та сахалрах ĕçлекен çамрăксем 3,7 %. Кăçалхи çул шкулсене 137 çамрăк вĕрентекен килнĕ.   Чăваш Ен Правительстви вĕрентекенсен ĕç укçин шайĕ пысăк пултăр тесе сахал мар тăрăшать. Кăçлахи çултан «Çамрăк вĕрентекенсен шкулĕ» çĕнĕ проект пурнăçа кĕчĕ. Тĕплĕнрех



16 октября 2014
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter