Тăвай районĕ: тĕрлĕ темăсене хускатнă

Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулнă. Унта ЧР бюджет политикин 2015 çулхи тата 2016-2017 çулсем тапхăрчченхи тĕп çул-йĕрĕсем, "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум çинчен, ялсене, çул-йĕр хĕррисене, масарсене, урамсенчи çулсене тирпей-илем кĕртесси пирки сỹтсе явнă.

Района ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Унта РФ пенси фончĕн Шупашкарти управляющин çумĕ Валерий Николаев, "Чăваш наци музейĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ Ирина Меньшикова, Пĕтĕм Раççейри пурнăçа тивĕçтерекен работниксен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацин председателĕ Эдуард Иванов пулнă.

Вĕсемпе малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке калаçнă. Çакăн хыççăн район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче информаци кунĕн тĕп темисене сỹтсе явнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе пĕрле Алексей Николаевич Тăвайри вăтам шкулта, "Аль" спорткомплексра пулнă.

Тăвайри вĕренỹ çуртĕнчи "Раççей - спорт патшалăхĕ" ятлă чаплă стендпа кăмăллă юлнă физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин, "Чăваш наци музейĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ Ирина Меньшикова, надзор ĕçĕсен пайĕн аслă инспекторĕ Аркадий Фролов Тăрмăшри вăтам шкулта, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра çỹлерех асăннă темăсене сỹтсе явма хутшăннă.

РФ пенси фончĕн Шупашкарти управляющин çумĕ Валерий Николаев, Пĕтĕм Раççейри пурнăçа тивĕçтерекен работниксен профсоюзĕн ЧР организацин председателĕ Эдуард Иванов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев Элпуçĕнчи вăтам шкулта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.

Информаци ушкăнĕсен членĕсем кашни темăнах çынсемпе тĕплĕн сỹтсе явнă.

Кăнтăрла иртсен, 14 сехетре, районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă Шупашкартан килнĕ хăнасем.

 



16 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter