Тăвай районĕ: хăнасем - форум çинчен

Сергей Панов, Чул хула облаçĕн спорт министрĕ. Эпĕ ăнланнă тăрăх, ЧР Пуçлăхĕ спорт тĕлĕшпе питĕ тимлĕ, спорт шкулĕсемпе объекчĕсем валли чылай укçа-тенкĕ уйăрать. Спорта аталантарас енĕпе эпир те нумай ĕçлетпĕр, чăвашсенчен вĕренмелли те çук мар.

Владимир Михалев, Омскри физкультурăпа спортăн патшалăх университечĕн ректорĕ. Раççей Президенчĕ килниех Чăваш Ен кайри регион пулманнине çирĕплетет. Кунта республика шайĕнчисем кăна мар, тĕнче пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Эппин, Чăваш Енре спорт пурнăçĕ тапса тăрать. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕ аталанать. Республикăра кашни районпа хулара физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ. Çак опыта пирĕн те усă курмалла. Халăх сывă-тăк, общество та çирĕп.

Александр Васильев, Курган облаçĕнчи физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ. Чăваш Енĕн спорт резервне хатĕрлессипе çыхăннă опычĕ интереслĕ. Форума Курган облаçĕнчен темиçен килтĕмĕр, тĕрлĕ дискусси площадкине хутшăнтăмăр. Спорт шкулĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсемпе çыхăну тытса ĕçлессин ыйтăвне, ытти чылай темăна çĕклерĕмĕр.

Алексей Сорокин, "Раççей-2018" йĕркелỹ комитечĕн генеральнăй директорĕ. 2018 çулхи футбол чемпионатне хатĕрленесси планпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Чăваш Енре тĕнче чемпионатне хутшăнакан командăсен бази пулмалла. Вăл "Спартак" стадионта вырнаçĕ, унта командăсем пурăнĕç, тренировкăсем тăвĕç.



17 октября 2014
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter