Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей перекет банкĕ» АУО вице-президенчĕпе Алексей Поповпа тĕл пулнă.

 Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей перекет банкĕ» АУО вице-президенчĕпе, «Универсаллă электрон карта» АУО федераци уполномоченнăй организацийĕн президенчĕпе Алексей Поповпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.   Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата хăш-пĕр ĕç тăвакан влаç органĕсенче тилекен ертӳçĕсем пулнă. Тĕл пулура Чăваш Енре Раççей перекет банкĕ АУО ыйтăвне процессинг тата биллинг Пĕрлĕхлĕ центрне хута ярасси пирки сӳтсе явнă. Çакнашкал ыйтăва татса парсан, ЖКХ тата коммуналлă пулăшусемшĕн тӳлевсем куçарма ирĕк парĕ.  Алексей Попов шухăшĕпе, йышăну управляющий компанисен тăкакĕсене пĕчĕклетме, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене куç кĕретех тĕрĕслесе тăма, тĕллевсĕр усă курассинчен те сирсе яма пулăшнине асăнса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Перекет банкĕн ертӳçине тав сăмахĕ каланă. «Чăнласах та ку енĕпе ĕç-пуç кирлĕ пек пурнăçланса пытăр тесессĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи ыйтусене пăхса тăрасси, ултавçăсене тупса палăртасси ансатланса пыни те куç кĕретех  паллă пулĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче Перекет банкĕпе ĕçленине кура, Çыхăну центрĕ проекта йĕркелесе ярасси ыйтăва хускатнă. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енĕн тĕп шăнăрĕ, пĕр тан лайăх аталанса пыни, аслă тата вăтам пĕлĕ паракан учрежденисен пуласлăхĕ, квалификациллĕ специалистсем пулни чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ырă сум. Раççей перекет банкĕ АУО вице-президенчĕ Алексей Попов хускатнă ыйтусене банк Правленине илсе çитерме çирĕп шантарнă. Тĕплĕнрех



17 октября 2014
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter