Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ĕçченесен кунĕ ячĕпе саламлани

Республикӑри ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ  ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Эпир ҫул-йӗр ӗҫченӗсен ансат мар тата тӗплӗ тӑвакан ӗҫне пысӑка хурса хаклатпӑр, мӗншӗн тесен шӑпах вӗсем тӗп автоҫулсемпе кӗперсене проектласа тӑваҫҫӗ, унпа пӗрлех ҫул-йӗр инфратытӑмне транспорт куҫӑмӗпе килӗшӳллӗн ҫулталӑкӗпех йӗркеллӗ ӗҫлеттереҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗн пахалӑхӗпе ҫул ҫинчи хӑтлӑх тата хӑрушсӑрлӑх, водительсемпе пассажирсен, ҫуран ҫӳрекенсен культури тӳрремӗнех ҫыхӑнса тӑрать.

Лайӑх та шанчӑклӑ ҫул-йӗр инфратытӑмне йӗркелесси Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа экономикин аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Юлашки виҫӗ ҫулта 553 километр тӑршшӗ автомобиль ҫулӗ туса хута янӑ тата юсаса йӗркене кӗртнӗ. Республикӑри яллӑ ҫӗрсенчи халӑх пурӑнакан вырӑнсем патне пымалли автомобиль ҫулӗсем тӑвас ӗҫ малалла тӑсӑлать – паянхи кун тӗлне  ялсемпе поселоксен 98 процентне тӗп ҫулсен тытӑмӗпе ҫулталӑкӗпех усӑ курмалли майпа ҫыхӑнтарнӑ.

Республика территорийӗ тӑрӑх иртекен федераци ҫулне ҫул ҫӳрев тухӑҫлӑхне тивӗҫтермелле тӑвас енӗпе анлӑ ӗҫ пырать: «Атӑл» М-7 трассӑн уйрӑм лаптӑкӗсене юсаса ҫӗнетнӗ, Сӑр юхан шывӗ урлӑ хальхи йышши кӗпер хывса хута янӑ тата икӗ йӑрӑмпа ҫӳремелли иккӗмӗш кӗперӗн проектне тума пуҫланӑ.

Автомобиль ҫулӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе 2012 ҫулта йывӑрӑша тӗрӗслекен служба туса хунӑ, вӑл Ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн управленийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле пысӑк калӑпӑшлӑ тата йывӑр ҫӑксем турттаракан транспорт хатӗрӗсен куҫӑмне тӗрӗслесе тӑрать.

Республикӑра нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫ ҫине тимлӗн пӑхатпӑр. 2011– 2013 ҫулсенче Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр фончӗн бюджет укҫи-тенки шучӗпе 778 ҫурт ҫумӗнчи вырӑна тата вӗсен патне пымалли 414 ҫула юсаса йӗркене кӗртнӗ, ҫакӑ граждансен социаллӑ кӑмӑл-туйӑмне палӑрмаллах лайӑхлатма пулӑшрӗ.

Чӑваш Ен ҫул-йӗр ӗҫченӗсем малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе республика экономикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывасса шанса тӑратӑп.

Ҫул-йӗр хуҫӑлӑхӗн ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырӑ пуҫарусенче ӑнӑҫусем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                  М.Игнатьев



17 октября 2014
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter