Чăваш Республикинче регион шайĕнче черезвычайлă лару-тăру режимне йышăннă

2014 çулта юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче йĕпе юрпа пăрлă çумăр хутăш çунă май, Чăваш Ен территорийĕсенче уйрăм хăш-пĕр муниципалитетсенче электроэнерги пыма пăрахнă. Линисем татăлнине кура, районсемпе хуласенче светпа çыхăннă ыйтусем çивĕч тăнă. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авари пулнă вырăнсенче кăлтăксене сирсе ярас тĕллевпе, Чăваш Республикинче черезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссйĕн анлă ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Видеоконференцие республикăри районсемпе хуласен администраци пуçлăхĕсем хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аварие сирсе яма пулăшнă мĕн пур çынсене пурне те тав сăмахĕ каланă. «Çут-çанталăка пулнă инекексене пĕтерме оперативлă службăсем техникăсемпе тата кирлĕ хатĕрсемпе усă курса социаллă объектсенче, уйрăмах сывлăх сыхлавĕпе ытти пĕлтерĕшлĕ объектсенче çутăпа тата ăшăпа тивĕçтернĕ. Сывлăх сыхлавĕсенче реанимаци уйрăмĕсенче çынсене кирлĕ пек мерăсемпе тивĕçтерме нимĕнле  кăлтăк та пулман», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Канашлура регион шайĕнче черезвычайлă режим палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне черезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма резерв фондĕнчен укçа-тенкĕпе кирлĕ пек пулăшу уйăрма сĕнсе хăварнă. Чăваш Енри ГКЧС республикăри районсемпе хуласенче кăлтăксене еплерех сирсе янин кăтартăвĕсене куллен тĕплĕн тĕрĕслесе мониторинг йĕркелесе пыма сĕннĕ. Районсемпе хуласен администрацийĕсене кирлĕ пек мĕн пур мерăсене йышăнса инкеке пĕтерме, нормăна, йĕркене пăсмасăр пăхăнса ĕçлеме хушнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче çанталăк йывăрланса пынине кура, лару-тăру тата та вăйлăрах çивĕчленсе пынине асăрхаттарнă. Çанталăк сивĕтнипе, йывăçсем хуçăлса аннине кура, çутă ялсенче, хуласенче пĕтнин тĕслĕхĕсем тата та нумайланма тытăннă.    Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органсенче ĕçлекен ертӳçĕсене кулленех хыпарсене тĕрĕслесе, пĕр-пĕрине тачă çыхăнура тăмаллине палăртнă. Аварие сирсе яма ĕçлекенсене апатлантару та вăхăтрах йĕркелеме палăртнă. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирхине 08:00 тĕлне  ремонтсенче 94 ятарлă бригада, вĕсенче 474 çын ĕçлет. Кăлтăка сирсе яма тĕрлĕ облаçсемпе республикăсенче пулăшу пама килнĕ. Вĕсем: Самара, Чĕмпĕр, Пенза, Саратов, Чул хула, Оренбург, Киров, Владмир облаçĕсем. Пурĕ 143 техника ĕçленĕ. Тĕплĕнрех



19 октября 2014
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter