Республика Пуçлăхĕ ветерансене сывă пурнăç йĕркине тытса пынишĕн тав сăмахĕ каланă

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаимл Игнатьев, Чăваш Ен Наци вулавăшне компьютер пĕлĕвне илме пуçтарăннă ватăсемпе тĕл пулнă.   Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула Пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев ветерансене пурнăç юхăмне активлă хутшăннишĕн тав сăмахĕ каланă. «Эсир, сывă пурнăç йĕркине тытса пыратăр. Хăвăрăн тавракурăмлăха ӳстеретĕр, компьютер пĕлĕвне илсе, ачасенчен те ытларах хыпарсене пĕлсе тăратăр, çĕнĕрен те çĕнĕ тхнологие вĕренсе пурнăçра усă курма тăрăшатăр. Эпĕ, чăннипех те сирĕншĕн савăнатăп», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.   Вăл çавăн пекех çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пырассинче пысăк витĕм кӳнишĕн чĕререн тав тунă. Пурнӑҫри паха тĕслĕх, кӑмӑл-сипет, пысăк тавракурăмпа тарӑн шухăшлав паянхи ҫамрӑк ăрăва пурнӑҫа лайӑхрах пӗлме, лайăх ӗҫсем тума, обществӑна усӑ кӳме пулӑшнине каланă. Патшалăх пулăшăвĕсем Порталпа ĕçлеме пĕлекен, IV-мĕш Пĕтĕм Раççейри компьютер пĕлĕвĕпе пенсионерсем хушшинче иртнĕ чемпионат çĕнтерӳçине, Вячеслав Сидорова компьютер парса хавхалантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннă ветерансене республикăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем пирки каласа кăтартнă. Республикăра 270 пин граждан пенси çулĕнчен иртнисем, вĕсенчен 90 проценчĕ  республика е федераци бюджетĕнчен социаллă пулăшусемпе усă курать. Кăçалхи çул республикăра социаллă ыйтусене татса парас ĕçре 30 млрд.тенкĕллĕх тăкакланнă. Пухăннă ĕç ветеранĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхне çакăн пек ырă ĕçсемшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. Республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайни, пурин кăмăлне те лайăхлатнине асннă.  Паянхи технологи электронлă майпа патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе усă курма май парать. Хыççăн, Михаил Игнатьев Наци библиотеки умĕнчи ветерансен юхăмне чарăнса сывлăх суннă. Пĕтĕм тĕнченри ватăсене кунне халалласа, Чăваш Республикинчи халăха социаллă пулăшу паракан пай тытăмĕн ĕçченĕсем, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ватă çынсем валли ятарлă акци хатĕрленĕ пулнă. Алла, йĕлтĕр туййи евер ал туййи тытса утас спорт ăмăртăвĕ, сывлăха çирĕплетсе пыма питĕ меллĕ. Аслă çулсенчи ветерансемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  

 



02 октября 2014
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter